Уявсем хăрушсăр иртчĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:25 Просмотров: 173

Вăхăт нумай та юлмарĕ, умра – икĕ пысăк уяв. Çитес эрнере, акă, çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисене саламлама хатĕрленетпĕр, мартăн 8-мĕшĕ вара – этемлĕхĕн чи черченкĕ те çепĕç пайĕн уявĕ.

Çак тапхăрта поселокра, мĕнпур ялта çынсене йышлă явăçтарса концертсем, вăйă-конкурссем, ытти савăнăçлă мероприятисем ирттерме палăртаççĕ. Анчах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче хăрушсăрлăха пуренлĕн тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче ку ыйту тĕпре пулчĕ.

Полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дмитрий Фирсов уяв мероприятийĕсем вăхăтĕнче профилактика ĕçне вăйлатассине, обществăлла йĕркелĕх хуралне уйрăм режимпа пурнăçлассине, профилактикăн мĕнпур субъекчĕпе кулленех рейдсемпе тĕрĕслевсене тухассине пĕлтерчĕ. Культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева каланă тăрăх, культура учрежденийĕсенче пăтăрмахлă лару-тăрусем кăларма пултаракан сăлтавсене сирме мерăсем йышăннă. Çав шутра – пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе те, террорла киревсĕр ĕçсене асăрхаттарассипе те. Сăмахран, фейерверксемпе пиротехника изделийĕсемпе усă курма юраманни пирки пĕлтерÿ çитернĕ, çуртсен эвакуаци çулĕсене тĕрĕсленĕ тата ытти те.

Ларура нумай хваттерлĕ çуртсенче газ оборудованийĕпе хăрушсăр усă курас ыйтăва та хускатрĕç. «Газпром газораспределение Чебоксары» обществăн Вăрнарти филиалĕн представителĕ Алексей Шоркин хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе хăйсем пурнăçланă мероприятисемпе паллаштарнă май, ĕçре чăрмав тăвакан самантсем пуррине те каларĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем газ оборудованине тĕрĕслекенсен тĕрлĕ сăлтавпа – хуçисем килте пулманнипе е тата тепĕр чух алăка уçманнипе те – хваттерсене кĕме май килменнипе çыхăннă. Кун пеккисем валли оборудование вăхăтра пăхса тăмалли çинчен асăрхаттару хучĕсем хăвараççĕ, тĕрĕслев ирттерме меллĕ вăхăт пирки газ службине шăнкăравласа пĕлтерме хушаççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри ку асăрхаттарусем çине нимле хурав та памасть-мĕн. Çавăнпа та вăл газ оборудованийĕн юсавсăрлăхĕ чи малтанах хваттерти, çуртри инкексене асăрхаттарассишĕн пĕлтерĕшлине пурин те ăнланмаллине каларĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика