Кашнинех асра тытма тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:26 Просмотров: 197

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă хаклă чылай экспонат упранать.

Вĕсенчен пĕри – вăрçă çулĕсенчи реликви – çинчен Вăрнарти 2-мĕш шкулти 6-мĕш класс вĕренекенĕ, ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Краевед» пĕрлешĕвĕн воспитанници Виктория Яковлева хăйĕн сочиненийĕнче каласа панă. Вулакансене пултарулăх ĕçĕн сыпăкĕсемпе паллаштаратпăр:

«...Пирĕн историпе краеведени музейĕнче çав тери интереслĕ экспонат – пусма татăкĕ – упранать. Вăл мана питĕ кăсăклантарчĕ. Ку Виктор Андреевич Андреев фронтран илсе килнĕ парашют çĕленĕ пусман татăкĕ иккен. Ăнсăртран лекмен вăл музея, çемье реликвине «Салтак шинелĕллĕ Вăрнар» курава тăратнă. Хаклă экспоната илсе килекенĕ – Галина Федоровна Долгова, В.Андреев красноармеецăн мăнукĕ.

Вăрçă паттăрĕ Виктор Андреевич 1912 çулта Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă. Галина Федоровнан амăшĕн сăмахĕсем тăрăх, унăн ашшĕ фронта вăрçă пуçламăшĕнчех тухса кайнă. Ефрейтор Андреев киле 1945 çулта аманнă хыççăн кăна таврăннă. Шăпах çавăн чухне йăмăх хĕрлĕ пурçăн татăкне пĕрле илсе килнĕ те вăл. Çемьере ăруран ăрăва куçакан легенда тăрăх, ку пусма татăкĕ – вăрçă трофейĕ. Виктор тăшман самолетне персе ÿкернĕ-мĕн, пилота тыткăна илнĕ. Парашютне вара темиçе пая пайланă, пĕри Виктора тивĕçнĕ.

...Çĕршыв хÿтĕлевçин çемйинче çак реликвипе пĕрлех сăнÿкерчĕксем, çар билечĕ тата Атăлçи çар округĕн çарĕсен командующийĕн Н.Лященко генерал-полковникăн саламĕ та типтерлĕ упранать. Çар билетĕнчен паллă: Виктор гварди 66-мĕш миномет полкĕнче службăра тăнă. Ирсĕр вăрçă хирĕнче кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн тивĕçнĕ наградисем – Хĕрлĕ Ялав орденĕ, «Çапăçура палăрнăшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем.

... «Халăх паттăрлăхĕ» сайтри сведенисене тишкерес-тĕк, Виктор Андреевич Андреев гварди 8-мĕш миномет дивизионĕн 2-мĕш орудийĕн иккĕмĕш наводчикĕ пулнă. «В.Андреев фашистсене хирĕç кĕрешес парти ĕçне чунтан парăннă, хăйне хăюллă, хастар кăтартнă», – тенĕ унта. Ăна пула çапăçусем вăхăтĕнче тăшманăн тăватă самолетне персе ÿкернĕ. Мосальск хулинчи хирĕçтăрура та çар постĕнчен пăрăнман, тăшмана вирлĕн аркатнă, аманнисене пулăшу кÿнĕ.

...Андреев красноармеец паттăрлăхĕ манăн чĕрере мухтав туйăмне çуратать... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптанă Çĕнтерÿ – Виктор Андреев пек миллионшар салтак тÿпи. Фронтри, тылри кашни çыннăн уйрăм паттăрлăхĕсĕр çĕнтерÿ те, ирĕклĕх те, пирĕн пурнăç та пулмĕччĕ. Вĕсене тав тума сăмах та çитереес çук. Эпир кашнине – çарти паттăрлăхшăн наградăна тивĕçнине те, хыпарсăр çухалнине те, юнлă çапăçура вилнине те – асра тытма тивĕçлĕ».

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика