Паттăрăн ячĕ манăçмĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:26 Просмотров: 210

Раççей Геройĕн Федор Васильевич Кузьминăн ятне Вăрнар район энциклопедине тивĕçлипе кĕртнĕ. Тăван çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн пуçне хунă паттăр – пирĕн ентешĕн ывăлĕ. Унăн ашшĕ Василий Гри-горьевич Кузьмин Ху-рăнсур Çармăс ялĕнчен.

Анчах энциклопедире Раççей Геройĕ пирки çырнă сведенисенче тĕрĕсмарлăхсем пур. 2005 çулта пичетлесе кăларнă кĕнекене халь тин тÿрлетÿсем кĕртме май çук. Çавна май район администрацийĕ пирĕн тăрăхпа çыхăннă хисеплĕ çын, Грозный хулинче боевиксемпе çапăçса паттăрла вилнĕ хÿтĕлевçĕ пирки «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат урлă каласа парасшăн:

«Федор Васильевич 1970 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче, энциклопедире кăтартнă пек Хурăнсур Çармăсра мар, Казахстан Республикинчи Сарань хулинче, Антонина Александровнăпа Василий Григорьевич Кузьминсен рабочи çемйинче çуралса ÿснĕ. Ку республикăри Шахтинск хулинчи 7-мĕш СПТУ-на пĕтернĕ хыççăн 1989 çулта унăн Совет Çарне кайма ят тухнă, 1991 çулхи ноябрьччен çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче, 89533-мĕш çар чаçĕн отделени командирĕн должноçĕнче службăра тăнă. Запаса кăларсан Федор Кузьмин тăван хулана таврăннă, шахта строительствин управленийĕн 2-мĕш участокĕн çĕр айĕнчи электрослесарĕнче вăй хунă. 1992 çулхи октябрьте маттур çамрăка Пермь облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн ОМОН-не ĕçе йышăннă. 1993 çулхи июльтен вăл – ОМОН-ăн оперативлă взвочĕн уйрăмĕн командирĕ, 1995 çулхи апрельтен – ОМОН-ăн çар тата вăй-хал хатĕрленĕвĕн инструкторĕ, ноябрьтен – Управлени çумĕнчи УОП-ăн 5-мĕш пайĕн оперативлă çар отделенийĕн оперуполномоченнăйĕ.

Икĕ хутчен – 1993 çулхи май– июнь тата 1995 çулхи февраль–апрель уйăхĕсенче – Чечня Республикинчи хĕçпăшаллă конфликтсен вырăнĕсенче служба командировкинче пулма тивнĕ унăн. Хăюлăхĕпе хастарлăхне кура ОМОН командирĕ ятĕнчен те, Пермь облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн ертÿлĕхĕнчен те пĕрре мар хавхалантарăва тивĕçнĕ.

Виççĕмĕш командировкăран вара, шел те, Федор Кузьмин тăван тăрăха, çывăх çыннисем патне чĕрĕ-сывă таврăнайман. 1996 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Пермь облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн СОБР-ĕн 2 бронетранспортерĕ çар операцийĕ хыççăн Грозный хулинчи комендатурăна таврăннă. Сунжа юханшывĕ урлă кĕпер çывăхĕнчи блокпостра ушкăн боевиксен хĕçпăшалĕн «çулăмĕ» айне лекет. Милицин кĕçĕн лейтенанчĕ Кузьмин, разведкăпа дозор машинин оператор-наводчикĕ, çивĕч лару-тăрура çухалса каймасть, тăшмансен хĕçпăшалĕ чи вăйлă перекен вырăнсене хăвăрт палăртса пулеметсенчен хирĕç тапăнăва пуçлать. 50 минут тăсăлнă çапăçура боевиксене путлантарма (вĕсенчен иккĕшне тытса чарма), ултă автотранспорта сыхласа хăварма май килет.

Тăватă кунтан – тепĕр хаяр çапăçу. Дудаев майлисен митингĕ иртнĕ площадь чăн-чăн тамăка çаврăннă. Унта йĕркелĕхе тивĕçтерме ыттисемпе пĕрлех Пермь милиционерĕсене те яраççĕ.

Ирхине 8 сехетре боевиксем экипажсем еннелле хĕçпăшалăн мĕнпур тĕсĕнчен, вăл шутра гранатометсенчен те, «вут-хĕм» уçнă. Вĕсенчен пĕри Кузьминăн çар машинине лекет. Состав çавра хÿтĕлеве йышăнать, тăшмансен пысăк вăйĕпе хĕрÿ çапăçăва кĕрет. Анчах Кузьмин оператор-наводчик аманнă пулин те çунакан машинăна пăрахман. «Путвалалла чакăр, эпĕ сире картлатăп», – тенĕ те вăл боевиксене пулеметсенчен персе тĕп тума тытăннă. Пĕтĕм «çулăма» хăй çине илсе вăл десантниксене суранланнă тантăшĕсене илсе тухма, пурăнмалли çуртсем патне чакса меллĕрех позицисем йышăнма май панă.

Машина пĕтĕмпех хыпса илнĕ ĕнтĕ, Кузьмин вара хăйне шеллемесĕр пулеметсенчен тăшман еннелле шатăртаттарнă. Мĕн пурнăçĕ татăличченех, чĕри тапма чарăничченех...

РФ Президенчĕн Указĕпе Федор Васильевич Кузьмин милици кĕçĕн лейтенантне вилнĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Геройĕ ятне панă. Пермь облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн коллегийĕн йышăнăвĕпе унăн ятне шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен «Ĕмĕрлĕх мухтав» мемориалне тата «Астăвăм кĕнекине» кĕртнĕ.

Хурăнсур Çармăс çыннисем те хăйсен ентешĕн ывăлĕпе мухтанаççĕ. Вăл – мĕнпур çамрăкшăн хăюлăхпа çирĕплĕх, тĕрĕслĕх тĕслĕхĕ. Паттăр çинчен астăвăма ăруран ăрăва куçарас тĕллевпе хурăнсур-çармăссем унăн ятне ялта çĕклекен культура центрне парасшăн.

Раççей Геройĕ Федор Кузьмин пирки информацие унăн пĕртăванĕ Василий Кузьмин тивĕçтернĕ документсем тăрăх хатĕрленĕ.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.НИКОЛАЕВ».    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика