Вутпа çулăм витĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:28 Просмотров: 228

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Паллах, Аслă Çĕнтерÿ çăмăл килмен. Тăван çĕршыва тăшманран çăлас тесе салтаксем юнлă вăрçă хирĕнче хăюллăн пуç хунă, ачасем çитĕннисемпе тан тылра ырми-канми тăрăшнă, пурнăç йывăрлăхĕсене шăл çыртса чăтнă. Фронтран таврăннисем вара çĕршыва уралантарас тесе пĕтĕм вăя хунă. Çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхĕ пирки нихăçан манмалла мар.   Мухтавлă çынсем кашни çемьерех пур.

Тепĕр чух кăмăла çĕклеме эпĕ килти архиври документсене пăхатăп, фотоальбомсене уçкалатăп, çемьери асăнмалăх япаласене тимлĕн сăнатăп. Акă кукаçине – Вăрманкасра пурăннă Павел Григорьевич Григорьева – паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн панă наградăсем: II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, «Хăюлăхшăн», «Будапешта илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсем. Ытти хастар салтаксем пекех вăл Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнă.

Кулак ывăлĕ

Çăмăлах пулман кукаçин ачалăхĕ. Ашшĕне – Григорий Павловича – шыварманĕ тытнăшăн «кулаксен» шутне кĕртнĕ. Телее, Çĕпĕре ăсатайман. Анчах çĕнĕ влаç унăн çемйине кил-çуртсăр хăварнă, выльăх-чĕрлĕхне, арманне туртса илнĕ. Кĕске вăхăтрах нимсĕр тăрса юлнăран мăн кукаçи мăшăрĕпе тата пĕчĕк ачисемпе çĕрпÿрте куçать. Выçăллă-тутăллă пурнăç 11–12 çулсенчи Павăла тĕрлĕ япаласем ăсталаса пасарта сутма вĕрентет. Вăрманкасри çамрăк арçын ача хатĕрленĕ çăпатана, шăхличе, çĕççе халăх хапăлласах туяннă. Ашшĕ пилĕк стеналлă çурт çавăрса хушма хуçалăха аталантарсан та пĕчĕк ăстаçă ал ĕçне пăрахмасть.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Калининăри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Унта пĕлÿ пухнă чух черчени, рисовани, ĕç предмечĕсемпе уйрăмах пултаруллă пулнине кăтартать. Педагогика училищинчен 1939 çулта вĕренсе тухать. Çав çулах çамрăк учителе çара илеççĕ. Вăл СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче службăра тăнă чух Украинăри Житомир хулинчи авиаспециалистсем хатĕрлекен шкулта авиаци моторисчĕсен курсĕнче вĕренет. Пултарулăхне кура кĕçех ăна авиамотористсен взвочĕн кĕçĕн командирĕн званине параççĕ.

Самолетсене ăста юсанă

«Сасартăк тревога янрарĕ ирпе...» тесе çырнă поэт-фронтовик Александр Алка «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвăра. Гитлерла Германи пирĕн Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнсан Павел Григорьевăн пĕрремĕш кунсенченех тăшмана хирĕç çапăçма лекет. 91-мĕш тĕп тăвакан тата 132-мĕш штурмлакан авиаполксенче авиаци моторисчĕн тата механикĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлать. Кукаçи хăй пурăннă чухне каласа панă тăрăх, вăл юсанă самолетсем кашнийĕ тенĕ пекех юнлă çапăçуран тăшмана аркатса каялла йĕркеллĕ таврăнма пултарнă. Çакна летчиксем те асăрханă.

– Григорьев юлташ, эсир ман самолета та юсăр-ха,– тесе ыйтнă пĕри те тепри. – Сирĕн ал çăмăл.

Пĕрремĕш Хĕвеланăç, 2-мĕш Украина, Калинин фрончĕсенче Тăван çĕршыва фашизм тыткăнĕнчен çăлса хăварассишĕн мĕнпур вăйран кĕрешнĕ чух кукаçине тăшман пульли икĕ хутчен амантнă. Пĕрремĕш суранпа санчаçре анчах пулнă пулсан иккĕмĕшĕпе Владимир облаçĕнчи Лагинск хулинчи 3624-мĕш госпитальте сипленме тивет. Сывалсан 132-мĕш штурмлакан авиаполкăн Улăп-паттăрĕсемпе пĕрле вăрçă пĕтичченех пурнăçне шеллемесĕр кĕрешет.

Хальхи вăхăтра тĕрлĕ интернет- çăлкуçсенчен Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннă тăвансем пирки сахал мар пĕлме пулать. Эпĕ те тĕпчес терĕм. Акă «Халăх астăвăмĕ» сайтра «Александр Невский» орденлĕ 132-мĕш штурмлакан авиаци полкĕн 1945 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчи хушăвĕпе паллашрăм.

«Авиаци моторисчĕ Павел Григорьевич Григорьев аслă сержант Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 304 çар самолечĕн юсавлăхĕшĕн тăрăшнă. Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнче ЛАГ– 3, ЛАГ– 5, ЯК –1, ЯК – 9 маркăллă 9 самолета юсаса çĕкленĕ.Тăшман авиацийĕ аэродрома хупласа илсен чăн-чăн хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă: бомба пăрахнă вăхăтра самолета тракторпа аэродром хĕррине çитичченех туртса кайнă, çапла майпа машинăна упраса хăварнă. Пĕр канмасăр 25 сехет тар тăкса самолетăн рулĕсене, управлени тросне улăштарнă. Будапешт операцийĕ вăхăтĕнче икĕ самолета юсаса çĕкленĕ...» – çырнă документра. Кукаçин паттăрлăхĕпе мăнаçланатăп. Вăл хăраса ÿкмен, хÿтлĕх шыраса тарса пытанман. Вут-çулăм ăшне харсăррăн кĕнĕ. Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн кукаçине «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.

Ĕçне кура мухтавĕ

Кукаçи тăван ялне Румынирен 1945 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кăна таврăнать. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă хастар салтак Çĕнĕ çул хыççăнах Катăшри пуçламăш шкулта ĕçлеме тытăнать. Каярахпа Вăрманкасри пĕлÿ çуртĕнче ачасене физкультура, ĕç, рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентет. Шкулта тăрăшни саппасри офицера, пĕчĕкренех ырми-канми ĕçлеме хăнăхнăскерне, хурт-хăмăр пăхма, тĕрлĕ япаласем ăсталама пачах чăрмантарман. Акатуй уявĕсене çулсеренех хутшăнса шăпăрлансем валли тăм шăхличĕсем сутнă.

Вăл «Самолет» колхозри партком секретарĕ те пулнă. Пенсие тухсан тăван хуçалăх вăрманне сыхласа упрас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Çавна май кукаçи унти кашни вырăна лайăх пĕлнĕ. Астăвасса, пире, мăнукĕсене, вăрмана кăмпа, мăйăр татма час-часах илсе çÿретчĕ, хăй патне килсенех пылпа сăйлатчĕ.

Кукаçин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 47 çул. Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 1960 çулта «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. Каласа хăвармалла, çак хисеплĕ палла манăн кукамай та – Екатерина Ивановна – тивĕçнĕ. Вăл мăшăрĕ пекех хăйĕн пурнăçне педагогика ĕçне халалланă.

Павел Григорьева 1973 çулта «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе те чысланă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та тăван ялăн сăн-сăпатне çĕнетессишĕн, илемлетессишĕн сахал мар вăй хунă ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Сăмахран, вăл Вăрманкасри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăка цинкпа витнĕ.

Пушă вăхăт пулсанах алла калем тытнă, «Çĕнтерÿ çулĕпе» «Хыпарăн» çывăх тусĕ пулнă. Çивĕч ыйтусене хускатакан статйисем район, республика хаçачĕсенче тăтăшах кун çути курнă. Пурăннă пулсан кукаçи кăçалхи раштав уйăхĕнче 100 çул тултарĕччĕ, сумлă юбилей кĕрекине хĕрĕсемпе, кĕрÿшĕсемпе, мăнукĕсемпе, йышлă кĕçĕн мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле ларĕччĕ. Шел пулин те, унăн чĕри йывăр чире пула вунçичĕ çул каяллах тапма чарăннă. Кукаçи Катăшри масарта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика