ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Ветерансене – юбилей медалĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020 10:30 Просмотров: 152

Республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерме палăртнă.

Пысăк ĕçсен шутĕнче – вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене, Раççей Геройĕсене, Совет Союзĕн Геройĕсен тата Раççей Геройĕсен çемье членĕсене, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене чысласси, Çар мухтавĕн тата вăрçăпа çыхăннă паллă датисене халалласа тĕрлĕ акцисем йĕркелесси.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2020 çула Асăнупа мухтав çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çак пулăма халалласа «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве 75 çул» юбилей медалĕ кăларнă.

Чăваш енре юбилей медальне 10 пине яхăн çын илĕ. Вăрнар районĕнче ăна 354 ветеран тивĕçĕ.

Çак эрнере наградăна Çĕнтерĕве фронтра, тылра туптанă çынсем патне çитерме тытăнчĕç ĕнтĕ. Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина ăна Вăрнарти пилĕк ветеранăн кăкăрĕ çине çакса ячĕç. Чыса тивĕçнисем хăй вăхăтĕнче районăн экономикине çĕклес ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Григорий Сергеевич Сергеев – Сталинград çывăхĕнчи çапăçусен паттăрĕ. Виçĕ хутчен аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи техникума пĕтернĕ, нумай çул Калинино лесничествинче, вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Йошкар-Олари вăрман техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ. Вăрçă участникĕ халĕ 98 çулта.

Василий Игнатьевич Романов нумай çул, 1958–1976-мĕшĕсенче, «Янгорчино» колхоз председателĕнче пултаруллă ĕçленĕ. Ял хуçалăх производствине çĕклессипе кăтартуллă тăрăшнă. Каярахпа Вăрнар райĕçтăвкомĕн председателĕнче, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ăнăçлă вăй хунă, района республикăра малтисен ретĕнче тытса пынă.

Александр Анисимович Селенин Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ пулин те Вăрнар районĕшĕн нумай çул чунне парса ĕçленĕ. Вăл зооветтехникум преподавателĕ пулнă. 1965–1985 çулсенче Вăрнарти 29-мĕш училищĕре преподавательте, директор заместителĕнче, директорта тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вунă çул районти гражданла оборонăн медицина службинче тăнă. Чăваш АССР Аслă Канашĕн 6-мĕш суйлаври депутачĕ (1963–1967). Паха ĕçшĕн тивĕçнĕ наградăсем нумай.

Аркадий Павлович Лабинов – паллă династи йăхĕнчен, вĕсен ветеринари медицининчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 1500 çул енне, ку ĕçе çак йăхри 49 çын хăйсен пурнăçне халалланă. Аркадий Павлович ĕмĕрĕпе районти ветеринари службинче вăй хунă. 1973–1975 çулсенче СССР ветеринари службин йышĕпе Монголире пулнă. Пĕр вăхăт Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче преподавательте тăрăшнă.

Михаил Васильевич Курманинăн пурнăçĕ те ветеринари ĕçĕпе çыхăннă. Вăл ку специальноçпе Йĕпреçри аш-какай тĕрĕслевĕн станцийĕнче, Кульцаври ветучасток ертÿçинче, районти ветстанцире аслă ветврачра – Вăрнар районĕн тĕп ветеринари тухтăрĕнче тăрăшуллă ĕçленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кăкăрĕсем çине медальсене çакнă май хисеплĕ çынсене Çĕнтерÿшĕн, район, республика аталанăвне иксĕлми вăй-хал хывнăшăн чĕререн тав турĕ, вĕсем паянхи ăрушăн тĕслĕх пулнине каларĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ