ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020 16:28 Просмотров: 45

Февралĕн 15-мĕшĕнче Калининăри вăтам шкулта районти шкул ачисем хушшинче юрăпа строй смотрĕ иртрĕ.

Ачасем умĕнче «Российский Союз ветеранов Афганистана» пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Николай Анатольевич Иванов тухса калаçрĕ. Афган вăрçи пĕтнĕренпе 31 çул çитни, ун хăрушă саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Смотра хутшăнса çĕнтернĕ Калининăри, Мăн Явăшри, Санарпуçĕнчи вăтам шкулсен отрячĕсене «Афган вăрçине хутшăннă салтаксен çамрăк тусĕсен отрячĕсен» районти штабĕн начальникĕ Юрий Хрисанович Васильев дипломсемпе, грамотăсемпе чысларĕ. «Пограничное братство» пĕрлешĕвĕн членĕ, хастар пограничник Александр Геннадьевич Шашкаров çĕнтерÿçĕсене пылак призсем парнелерĕ..

Смотр питĕ лайăх, кăмăллă, йĕркеллĕ иртрĕ. Унта хастар тупăшнă Кĕçĕн Кипекри, Пăртасри, Кÿстÿмĕрти тата Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулсен командисене районти «Боевое братство» пĕрлешĕвĕн председателĕ Андрей Иванович Николаев, казаксен пĕрлешĕвĕн атаманĕ Николай Анатольевич Николаев, Германире службăра тăнă салтаксен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Иванович Васильев саламларĕç, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Калининăри вăтам шкула 2004 çулта пĕтернĕ, халĕ Раççей Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăракан офицер Артур Ильин тăван шкулти çамрăк моряксен отрядне шыв айĕн çÿрекен карап модельне, флот паллине – тельняшкăсене– парнелерĕ.

Шĕнер Ишекри культура çурчĕн ертÿçине Олег Семенова тав сăмахĕ калас килет. Вăл ачасене çар юррисене юрлама вĕрентрĕ, хăй те юрларĕ. Çывхарса килекен Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе пурне те саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп. Патриотла воспитани парас енĕпе ĕçлекен отрядсен ертÿçисен ачасен çитĕнĕвĕсемпе савăнмалла пултăр.

Юрий НИКИФОРОВ,

тĕп судья, республикăри

«Пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсем» штабĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ