Яваплăха туйма вĕренеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:30 Просмотров: 216

Пенсиччен инçе пулин те, ачасемпе çамрăксене ун тытăмĕ пирки шкул саккинченех вĕрентни ытлашши мар.

Вĕсем ачаранах пенси мĕнле мелпе йĕркеленнине, ăна ÿстерме епле майсем пуррине, ĕç параканăн обязательнăй страхлава хывмалли тивĕçĕсем, СНИЛС, тÿлевсене шутламалли чи пĕчĕк стаж тата ытти çинчен пĕлни хăйсенех малашлăхра çав тери кирлĕ.

Пенси культурине хăнăхнă çамрăксем каярахпа ĕçлеме пуçласан яваплăрах пулĕç, хăйсен прависене те лайăх пĕлĕç. Çавăнпа та Пенси фончĕ шкулта вĕренекенсем, студентсем хушшинче пенси пĕлĕвне сарассипе пуренлĕ тăрăшать. «Уçă алăксен кунĕсем», тĕлпулусемпе калаçусем ирттереççĕ, электронлă сервиссемпе, тивĕçтерÿсемпе паллаштараççĕ.

2011 çултан, акă, Раççейре çамрăксене пенси тата социаллă пĕлĕвĕн никĕсĕсене вĕрентессипе ятарлă проект пурнăçа кĕрет. Чăваш енре унăн ĕçне Пенси фончĕпе Вĕрентÿ, çамрăксен политикин министерствин пĕрлехи килĕшĕвĕпе йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть районта та ку проект йĕркипе ирттернĕ мероприятисен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи Управленийĕн информацийĕ тăрăх, 2019 çулта ку темăпа  районти 6 шкулта тата техникумра 7 урок йĕркеленĕ, вĕренĕве 120 ачана явăçтарма пултарнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем вара кĕркунне «Уçă алăксен кунĕнче» вырăнти Управление çитсе курнă. Кунти сотрудниксем çамрăксене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, кашни уйрăм пурнăçлакан тивĕçсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Мастер-класс та вĕсене çав тери кăсăклантарнă: студентсем Пенси фончĕн электронлă тивĕçтерĕвĕсене илме гражданинăн уйрăм кабинетĕнче ĕçлеме хăнăхнă.

Уроксем вăхăтĕнче ачасем  «Всă о будущей пенсии. Для учебы и жизни» вĕренÿ кĕнекине тивĕçнĕ. Ăна Пенси фончĕ ятарласа çамрăксем валли пичетлесе кăларать. Кашниех пĕлме кирлĕ ыйтусене  кунта уçăмлă, ачана та ăнланмалла çутатса панă% пенси страхлавĕн никĕсĕсене те, пенси прависем пирки те, пенси шутлавĕн механизмĕ тата унăн виçине ÿстермелли мелсем тата ытти çинчен те. Проект ĕçлеме пуçланăранпа Раççей Пенси фончĕ çакнашкал тÿлевсĕр пособисене района 3 пин енне уйăрса панă, вĕсене вĕренÿ заведенийĕсен библиотекисене çитернĕ.

Пенси пĕлĕвĕн проекчĕ усăллă пулни, ачасене пуласлăхра пулăшса пыни 9 çул хушшинче яр уççăн курăннă. Çакна Пенси фончĕн специалисчĕсем те, вĕрентекенсем те палăртаççĕ. Çавна май вĕрентÿллĕ проектăн черетлĕ тапхăрĕ малалла тăсăлать.

Ирина ЯКОВЛЕВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика