Çамрăк вулаканăн дневникĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:30 Просмотров: 214

Çак ятпа çĕршывра тухса тăракан «Добрая дорога детства» хаçат ирттернĕ акцие хутшăнса Вăрнарти «Березка» ача сачĕ парнене тивĕçрĕ.

Хаçат пĕчĕк граждансене тивĕçлĕ воспитани парас, тĕрĕслĕхе, этемлĕхе вĕрентсе ÿстерес тĕллеве çÿлте тытать. Тĕп çул-йĕрсен шутĕнче çавăн пекех – ача-пăча травматизмне, вĕсем çулсем çинче аманасси-суранланассине чакарасси, сывлăхне упрама вĕрентесси. Ку енĕпе вулакансене вăл тĕрлĕ енлĕ кирлĕ сĕнÿ-канаш парать.

Пирĕншĕн, воспитательсемпе учительсемшĕн, те çак издани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унта вĕрентÿ тата мероприятисен планне кĕртмелли ыйтусем, информацилле, тишкерÿллĕ, методика материалĕсем чылай. Хаçат ача-пăча травматизмĕн профилактики енĕпе ĕçлекен мал опыта саракан хăйнеевĕрлĕ центр шутланать.

Пирĕн «Березка» ача сачĕ те ку изданин чылай çулхи тусĕ. Кĕçĕннисем те унпа кăсăкланса паллашаççĕ. Эпир «Добрая дорога детства» ирттерекен конкурссемпе акцисене те тăтăшах хутшăнатпăр. Хальхинче аслă ушкăнри ачасем «Çамрăк вулаканăн дневникĕ» акцие хапăлласа йышăнчĕç, хаçат кăтартнă пек ултă çăлтăра пухса пырса парнеллĕ пулчĕç. Раççей изданийĕ пире пылак парне ярса пачĕ тата 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма тÿлевсĕр çырăнтару парнелерĕ.

Наталья МАКАРОВА, Надежда АНДРЕЕВА,

Вăрнарти «Березка» ача сачĕн воспитателĕсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика