Иксĕлми ĕç ан чактăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:31 Просмотров: 192

Вăрнарти 2-мĕш шкулта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ йĕркипе çар юррисен смотрĕ иртрĕ.

Патриотизм воспитанийĕ – иксĕлми ĕç. Çакна ку вĕренÿ учрежденийĕнче пысăк тимлĕхе илнĕ. Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршывпа, ун халăхĕпе мăнаçланма, истори страницисенчи мухтавлă пулăмсене асра тытма вĕрентесси тĕп вырăнта.

Юрăсен смотрне чи кĕçĕннисем – 1-мĕш классем хушшинче ирттерни те çак ĕçпех çыхăннă. «Шăпах çак ÿсĕмре ачасен ăсне патриотизм туйăмĕ ытларах хывăнать. Вĕсем паттăрсем пулса çитĕнме ĕмĕтленеççĕ», – теççĕ вĕрентекенсем.

Кашни 1-мĕш класс – вĕсем ку шкулта пиллĕк – уйрăм номерсем хатĕрленĕ. Çар темипе çырнă юрăсене импровизацилесе шăрантарчĕç вĕсем. Пилоткăсем, галстуксем, çар тумĕ уяв сĕмне уйрăмах ÿстерчĕ.

Пухăннисене шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин, унăн заместителĕ Татьяна Анатольевна Сапожникова саламларĕç, пурне те кирек мĕнле ĕçре те патриотсем пулма сунчĕç.

Ашшĕ-амăшĕ вĕренÿпе пĕрлех пултарулăха аталантарма та вăхăт тупнă опытлă вĕрентекенсене – Наталья Анатольевна Ксенофонтована, Алина Николаевна Наумована, Мальвина Георгиевна Петрована, Людмила Александровна Алексеевана, Ольга Васильевна Маркована чĕререн тав турĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика