ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Вĕренме ÿркеннĕ-ши...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020 16:31 Просмотров: 34

Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем Муркаш районĕнчи 45-ри арçын тунă преступление тишкернĕ.

Ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç хăйнеевĕрлĕ – арçынна Раççей Уголовлă кодексĕн 138.1-мĕш статйипе – информацие вăрттăн илме май паракан ятарлă техника хатĕрне туяннăшăн – айăплав тăратнă. Ăна Вăрнар район сучĕ пăхса тухĕ.

«Следстви çакăн пек версие тишкерсе айăплав материалĕсене пухнă. Палăртнă тăрăх, çак арçын вăрттăн информаци илме пулăшакан техника хатĕрне 25 пин тенкĕпе туянма заказ панă. Ку хатĕр – тÿме евĕр хатĕрлесе пытарнă пĕчĕк видеокамера. Ăна вăл кайран Вăрнар поселокĕнче саккунсăр майпа илнĕ, транспорт хатĕрĕпе çÿреме теори экзаменĕ тытнă чух усă курнă. Анчах чееленни арçынна нимле те пулăшайман% экзамен вăхăтĕнче ГИБДД сотрудникĕсем вăрттăн техника хатĕрне сиснĕ те туртса илнĕ», – пĕлтереççĕ Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕнчен.

Сăмах май, арçын ку киревсĕр ĕçе тума пултарни вăл хăй айăпне йышăннипе, свидетельсен кăтартăвĕсемпе, суд экспертизин пĕтĕмлетĕвĕсемпе, ытти материалсемпе çирĕпленет.

Следовательсем айăплав базине тĕплĕн пухнă, прокурор çирĕплетнĕ хыççăн айăплав пĕтĕм-летĕвне Вăрнар район судне янă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ