Ытларах çемье илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:32 Просмотров: 184

Ача çураласлăха ÿстересси, ачаллă çемьесене пулăшасси çĕршыв политикин тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче.

Кăçалтан кĕртнĕ ырă улшăну, акă, пĕрремĕш ачашăн пособи илес текен çемьесен йышне самаях ÿстерчĕ. Çакă çемье тупăшне шута илнĕ чухне пĕр çын пуçне тивĕçекен тупăша пурăнмалли икĕ минимум (20268 тенкĕ) таран пысăклатнипе çыхăннă.

Тÿлев валли заявление кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çырнă пулсан ун виçи 9541 тенкĕпе танлашать. Республикипе пособие илес тесе 2998 çемье ыйтса çырнă. Февральте пĕрремĕш ачашăн тÿлеве 4871 çемьене панă, пĕтĕмĕшле сумма – 53 пин те 717,9 тенкĕ. Вăрнар районĕнче пособи илме халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пая 71 çемье пынă, вĕсенчен 35-шĕ – пĕрремĕш хут, 2018 çулта çуралнă ачасемшĕн – 9 çемье.

– Пособие илес тесен социаллă хÿтлĕх пайĕнче е МФЦ-ра заявлени çырмалла. Пĕрле паспорт, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельсто (опекăна илни çинчен калакан йышăну выписки), заявлени çыричченхи тапхăрчченхи 12 уйăхри тупăш çинчен калакан сведенисем пулмалла. Тÿлеве ача виççĕ тултариччен параççĕ, – пĕлтерчĕ халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина.

Районти хÿтлĕх пайĕ урлă февральте çавăн пекех 1030 ачашăн уйăхсеренхи пособие тÿленĕ, пĕтĕмпе 1269,1 пин тенкĕлĕх. Йышăну çемйинчи 32 ачана 289,2 пин тенкĕлĕх, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 25 ачана 189,4 пин тенкĕлĕх пособи панă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика