Пая кĕрекенсен шучĕ ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:32 Просмотров: 409

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ 2019 çулта пая кĕрсе хваттер туянас тесе килĕшÿ çырнисен шучĕ ÿснине пĕлтерет.

Статистика çакнашкал: 2019 çулта – 6223, 2018-мĕшĕнче 4456 пулнă. Управлени ертÿçи Екатерина Карпеева палăртнă тăрăх, ку пĕлтĕрхи июльтен строительствăна пая кĕрсе хутшăнни çинчен калакан федераллă саккуна улшăнусем кĕнипе çыхăннă.

Тĕп çĕнĕлĕх шутĕнче – эскроу- счетсемпе усă курни. Кун пек чухне пайçăсен укçи-тенки банкри ятарлă счет çине хывăнать, застройщик ăна нумай хваттерлĕ çурта хута ярсан кăна илме пултарать. Объекта вăл хăйĕн е кредит укçипе çĕклет. Çак схема – пая кĕрекенсене хÿтĕлемелли мелсенчен пĕри.

«Çакă пая кĕрекене ун укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курассине гарантилет, застройщика вара строительство ĕçĕсене хăвăртлатма хистет, – пĕлтерет Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕ Екатерина Карпеева. – 2019 çулта Управлени эскроу-счетпа 1183 килĕшÿ çырнă».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика