Патриотизмпа тулăх тĕлпулу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:33 Просмотров: 206

Кăçал оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ «Мухтавлă çав çулсене пуç таятпăр» девизпа иртет.

В.П.Петров ячĕллĕ Малти Ишекри шкулта та ун йĕркипе тĕрлĕ мероприятисем пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри – Чăваш енри «Раççей офицерĕсем» обществăлла организацин представителĕпе Станислав Афанасьевпа тĕл пулни.

Станислав Николаевич отставкăри полковник Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче тата Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче службăра 30 çул ытла тăнă. Раççей Ш,М-ĕн хисеплĕ сотрудникĕ, стратегилле пĕлтерĕшлĕ Ракета çарĕсен ветеранĕ. Халĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тимлет. Вăл – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен Афанасий Федорович Федоровăн тата Николай Семенович Семеновăн мăнукĕ.

Станислав Николаевич çар историне аван пĕлет. Вăрçă çапăçăвĕсем пирки вăл хăйĕн аслашшĕпе кукашшĕн фронтри çул-йĕрĕ тăрăх каласа кăтартнă. Вĕсен ячĕсем «Раççей патшалăхĕн çар историйĕ» серипе кăларнă «История, рассказанная народом» кĕнекене кĕнĕ. Сăмах май, ăна 2019 çулта Экономика стратегийĕн институчĕ тата Вырăс биографи институчĕ «Август» Фирма пулăшнипе пичетлесе кăларнă. Станислав Афанасьев пĕр кĕнекине Малти Ишек шкул библиотекине парнеленĕ.

Мероприяти йĕркипе вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Л.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика