Кăсăклăх пысăк пулнăран

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:34 Просмотров: 232

Ку уйăхри «Цифра урокĕ» вĕрентÿ проектне февралĕн 23-мĕшĕччен тăснă. Çакă ку занятисем тĕлĕшпе шкул ачисен кăсăклăхĕ пысăк пулнипе çыхăннă.

Аса илтерме, «Цифра урокĕ» – информатика предмечĕпе йĕркелекен занятисен серийĕ. Вĕсем шкул ачисен цифра компетенцине аталантарасшăн тата вĕсене професси суйласа илме пулăшасшăн.

Кашни урокăн хăйĕн теми. Ку уйăхра вăл «Уйрăм пулăшуçăсем» ятпа иртет. Вунă кунта çĕршыври 2 млн ытла ача ку ыйтупа пĕлÿ илнĕ, вăл шутра Чăваш енри шкул ачисем те.

Цифра тĕнчипе туслаштаракан хăнăхусене урокцифры.рф сайтри интерактивлă тренажерсем урлă та илме май пур. Задание тĕрĕс пурнăçлакан виртуаллă наградăна тивĕçет. Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа ачасем онлайн-тренажер заданийĕсене 8 млн ытла хутчен пурнăçланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика