Республика та хавхалантарĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:36 Просмотров: 229

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне республика та хушма укçапа хавхалантарĕ – çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

Олег Николаев вăрçа хутшăннисене РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 75-шер пин тенкĕ тÿлеме йышăнни çинчен калаçу пуçарнă, ăна хăçан тÿлессипе кăсăкланнă. ,çлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян вăрçă инваличĕсен, вăрçа хутшăннисен йышĕ 434 çынпа танлашать. Асăннă тÿлеве вĕсене ака–çу уйăхĕсенче парĕç. Çавăн пекех паттăр ватăсем Пенси фончĕ урлă çуллен паракан, 10 пин тенкĕпе танлашакан тÿлеве те илĕç.

Олег Алексеевич кăçал Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитни çинчен аса илтернĕ май асăннă категорие çак юбилей ячĕпе те хавхалантарни вырăнлине палăртрĕ – республика бюджетĕнчен тата 25 пин тенкĕ тÿлеме йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Çапла вара федерацин бюджетĕнчен уйăракан укçапа пĕрле вăрçă инваличĕсем тата вăрçа хутшăннисем пĕтĕмпе 100-шер пин тенкĕ илĕç. Асăннă тÿлев валли 11 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика