Чи лайăххисене палăртĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:36 Просмотров: 217

Пирĕн республикăра «Чăваш енри çулталăк вĕрентекенĕ – 2020» конкурс пуçланнă.

Яланхи пекех вăл икĕ тапхăрпа иртĕ. Малтанхинче районсемпе хуласенче чи пултаруллисене тупса палăртĕç, унтан чи лайăххисем республикăра мала тухассишĕн тупăшĕç. Пуш уйăхĕнче конкурсантсем пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ Ольга Физер ĕçлекен Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкула пухăнĕç. Унта вĕсем уçă урок, класс тулашĕнчи мероприяти ирттерĕç, жюри членĕсен ыйтăвĕсене хуравлĕç, вĕрентÿ технологийĕсемпе епле усă курни çинчен каласа кăтартĕç. Финала тухнисем уçă тавлашăва хутшăнĕç, унта çивĕч ыйтусене сÿтсе явĕç. Икĕ тур хыççăн чи нумай балл пухнă педагог «Çулталăк учителĕ» ята тивĕçĕ, пирĕн республика чысне Пĕтĕм Раççейри конкурсра хÿтĕлĕ. Аса илтеретпĕр: çак конкурса 1992 çултанпа ирттереççĕ. Пирĕн ентешсем унта малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика