Туслă йышпа ĕç ăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020, 16:37 Просмотров: 303

Фермăра ĕçлес кăмăллă çынна шыраса халтан каятăн, тенĕччĕ пĕр хуçалăх ертÿçи. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче производство хăватне ÿстерсе пырсассăн та кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăмасть: ĕç вăйĕ çителĕклĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тĕллевлĕн ĕçлени хуçалăх кассине кашни кун чĕрĕ укçа илсе кĕрет. Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕн директорĕ Валентина Тимофеева çирĕплетнĕ тăрăх, çĕнĕ йыш хушăнсах тăрать – кунне вăтамран 5–6 ĕне пăрулать.

Выльăх-чĕрлĕхе тулăх тăрантараççĕ. Ахальтен мар агрохолдинг кунсерен 31 тонна сĕт патшалăха сутать. Владимир Андреевпа Сергей Николаев операторсем комбикорм цехĕнче пахалăхлă апат хатĕрлес тесе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Кашни ÿсĕмри выльăх валли – уйрăм апат. Талăкне 25 тонна комбикорм хатĕрлеççĕ. Владимир Андреев – Тăвальушкăнь Ялтăраран. Вăл çывăхра ĕçлеме май пурришĕн савăнать.

– Паллах, хăв пурăннă тăрăхрах ĕçленине нимĕн те çитмест. Çемье те юнашарах, ачасем епле ÿснине курма пулать, – терĕ Владимир Витальевич.

Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Çулталăк ытларах вăй хурать пулин те коллективра ыр ят çĕнсе илнĕ. Владимир Андреев 6 сехет çурă тĕлне ĕçе килет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Хастар ĕçченĕн ашшĕпе амăшĕ те ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул тăрăшнă.

Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхне Хирлеп енчен те ĕçе çÿреççĕ. Акă, Людмила Васильева зоотехник-селекционерта улттăмĕш çул тимлет. ,çтешĕсемпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшать. Тĕллевлĕн тимлени паха çимĕç парать. Хăшпĕр ĕнесем кунне 50–60 килограмм таранах сĕт параççĕ.

Тăван тăрăхра юлса çирĕп тымар янă çамрăк специалистсенчен пĕри – Ирина Семенова. Вăл учетчикре тăрăшать. Ирина Семенова пушмак пăрусем мĕнле аталанса пынине йăлтах шута илет. Çамрăк специалист Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, зоотехник специальноçне алла илме ĕмĕтленет. Халĕ вăл тăваттăмĕш курсра пĕлÿ пухать.

– Валентина Тимофеева директор ăсталăха туптамалла, тавракурăма аталантармалла терĕ те аслă шкула вĕренме кĕтĕм. Пĕлÿ илни ĕçре сулмаклă утăмсем тума пулăшĕ, – хыпарларĕ çирĕм тăватă çулти çамрăк хĕрарăм.

Ирина Семенова çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Унăн икĕ ача çитĕнет.

Хушма хуçалăхра ĕç çыннисем пĕр тĕллевпе тимлеççĕ. Паллах, туслă йышăн ĕçĕ те ăнать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика