Конституцие мĕнле улшăнусем кĕртесшĕн?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.02.2020, 09:59 Просмотров: 263

Раççейре пурăнакансен 70% Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене ырласа йышăнать. Çакна «Левада-центр» кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетет. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – Раççей Президенчĕ Владимир Путин тăратнă сĕнÿ, пенсисен индексацийĕпе çыхăннăскер.

«Кашни сăмаха тата кашни саспаллине тĕрĕслесе тухмалла, çапах халăхпа хальччен мĕн тунине тата Конституцире çирĕплетнине тĕссĕрлетсе ямалла мар» – Владимир Путин çĕршывăн тĕп саккунне кĕртмелли улшăнусене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ушкăнпа нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче тĕл пулнă май çапла тума чĕнсе каланă. Çак ĕç ушкăнне 500-е яхăн сĕнÿ çитнĕ. Паллах, вĕсене пурне те Конституцие кĕртеймĕç, çапах усăллă пĕр пуçарăва та çухатмалла мар – çапла тĕллев лартнă.

«Граждансем мĕн пирки ыйтаççĕ; Вĕсен сĕнĕвĕсем, тĕпрен илсен, социаллă ыйтусемпе çыхăннă. Тĕп темăсенчен пĕри – çемьесене пулăшасси. Çакăнпа çыхăннă сĕнÿсен шута илсе 114-мĕш статьяна «Правительствăн полномочийĕсене çемьене пулăшасси, çирĕплетесси, çемьен йăлана кĕнĕ пахалăхĕсене хÿтĕлесси кĕрет» тенине хушасшăн», – çирĕплетнĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Ольга Баталина. Вăл çавăн пекех хăшпĕр çĕршывра «родитель номер один», «родитель номер два» текен ăнлавсем йĕркеллĕ пулăма кĕрсе пынинчен тĕлĕннине палăртнă. Патшалăх ертÿçи çапла хуравланă: «Эпĕ Президент чухне 1-мĕш тата 2-мĕш номерлисем пулмĕç, атте тата анне пулĕç».

Сĕнÿсем хушшинче çамрăксемпе çыхăнни те пур. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн çĕршывра 14–35 çулсенчи 37 миллион çын пурăнать: Раççей халăхĕн 25% яхăн. «Çĕршыври çамрăксен пĕрлешĕвĕсем ячĕпе эпир Конституцире çамрăксен политикине Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен пĕрле ертсе пымалла тенине çирĕплетсе хăварма сĕнетпĕр. Раççее координациленĕ çамрăксен политикин кирлĕ тесе шухăшлатпăр: вăл çамрăксен потенциалне тупса палăртассипе, вĕсене шкул ÿсĕмĕнчен пуçласа професси тĕлĕшĕнчен ÿснĕ тапхăр таран пулăшассипе çыхăнтăр», – тенĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççей ял çамрăкĕсен союзĕ» общество организацийĕн ертÿçи Юлия Оглоблина. «Сирĕнпе килĕшетĕп, тĕрĕс шухăш. Ку енĕпе ĕçлĕпĕр», – пĕлтернĕ Владимир Путин.

Конституцие улшăнусем кĕртесси волонтерсене те кăсăклантарать. Çакна Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» общество юхăмĕн тĕп штабĕн председателĕ Ольга Амельченкова 90-мĕш çулсенче, Конституцие çырнă чухне, ырă тăвассипе çыхăннă тÿлевсĕр ĕç пирки никам та калаçманни çинче чарăнса тăнă. «Паян пирĕн çĕршывра пурăнакансенчен нумайăшĕн волонтер ĕçне хутшăнасси пурнăç норми пулса тăчĕ. Çак юхăм паян – ытти çынна пулăшасси çеç мар. Ырă тăвасси тĕрлĕ наци, конфесси, политика юхăмĕнчи тата тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрлештерет. Волонтер юхăмĕ пирĕн обществăна пĕрлештерекен центр пулса тăчĕ. Эпир 114-мĕш статьяна, РФ Правительствин полномочийĕсен шутне, пулăшу мерисем пирки калакан пункт – шăпах волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки – кĕртесшĕн. Çакă пирĕн обществăлла волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшне çирĕплетсе хăварчĕ», – тенĕ вăл. Çĕршыв ертÿçи «ку питĕ кирлĕ» тенипе килĕшнĕ.

Тĕлпулура Раççейре пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти темăна та çĕкленĕ. Çавăн пекех Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене йышăнмалли вăхăта тăсма палăртнă: килекен пĕтĕм сĕнĕве пăхса тухма тата хатĕрлеме вăхăт çителĕклĕ пулмалла, çав хушăрах асăннă ĕçе тăсса та ямалла мар. Çак тапхăра пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсасшăн. Кун пирки калакан йышăнăва РФ Патшалăх Думин Канашĕнче те тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика