Ĕçлĕ тĕлпулу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 16:58 Просмотров: 403

Кÿлхĕрри ялĕнче иртнĕ отчетлă пухура Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Алина Константинова пĕлтĕр мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Çитменлĕхсем пирки чарăнса тăчĕ тата кăçал пурнăçламалли задачăсемпе паллаштарчĕ.

Кÿлхĕрринче пурăнакансем ял витĕр тухакан аслă çулпа машинăсем хăвăрт çÿренĕрен аварисем пулни тата выльăхсене çапса хăварни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. Çавна май хушма çул-йĕр паллисене лартма ыйтрĕç.

Поселенинчи пушар машинине тытса тăма кашни хуçалăхран 350 тенкĕ пухма килĕшрĕç.

Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, архив заведующийĕ Лилия Тихонова, Пенси фончĕн ĕçченĕ Людмила Редькова, налук инспекцийĕн инспекторĕ Александр Артемьев, полицин участокри уполномоченнăйĕ Руслан Гафуров хутшăнчĕç. Вĕсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç тата тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă курма май пурри çинчен ăнлантарчĕç.

Ял халăхĕ пухупа кăмăллă юлчĕ. Хăмăшри культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ ял çыннисене концертпа савăнтарчĕ.

Маргарита СЕРГЕЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика