Тÿлеве тивĕçеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 16:59 Просмотров: 255

Маларах нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕплĕ юсавшăн патшалăх енчен кÿрекен саплаштарăва федераллă çăмăллăхçăсем кăна тивĕçетчĕç.

Малашне Чăваш енре йышăннă саккунпа ку йыша «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илнисем те кĕреççĕ. Малтанласа шутланă тăрăх, пĕр çын пуçне тивекен тÿлевĕн вăтам виçи 120 тенкĕпе танлашать.

Ку компенсацие республикипе 4,6 пине яхăн çын тивĕçĕ. Иртнĕ çул пирĕн районта тĕплĕ юсав хывăмĕн тăкакĕсене саплаштарма тÿлеве 95 çын илнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма – 107,5 пин тенкĕлĕх.

Аса илтерме, капремонтшăн тÿлевĕн хакне 70-е çитнĕ харпăрлăхçăсене 50 процент, 80-ран иртнисене 100 проценчĕпех саплаштараççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика