Кĕçĕннисем парада тăчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 17:00 Просмотров: 260

Катриотла воспитани парасси – Раççей обществин социаллă кирлĕлĕхĕ. Ку ĕçĕн тĕп институчĕ, пĕлетпĕр ĕнтĕ, – вĕрентÿ тытăмĕ.

Хальхи вăхăтра çамрăксене çарпа патриотизм тата гражданла воспитани парассин пуян йăлисене чĕртсе тăратни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Калининăри вăтам шкулта çакна ăнланса ĕçлеççĕ.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн кĕçĕн классенче вĕренекенсем стройпа юрă смотрне хатĕрленчĕç. Ытларикун вĕсем пурте çар формисемпе парада тăчĕç. Командирсем рапорт панă хыççăн отрядсем строй упражненийĕсене кăтартрĕç, речевка, девиз каласа, юрласа утрĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем жюри вырăнĕнче пулчĕç. 1-мĕш вырăна 2-мĕш класри çамрăк армеецсене пачĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика