ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çĕнĕ йĕркепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020 17:01 Просмотров: 54

Ку çул пуçламăшĕнчен çĕнĕ машинăпа номерсĕр 10 кун çÿреме чарнă-и, текен ыйтупа ГИБДД уйрăмĕсене килекенсем нумай-мĕн.

Çавна май Чăваш енри ГИБДД управленийĕ транспорт хатĕрĕсен регистрацийĕн çĕнĕ требованийĕсене ăнлантарать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен чăнах та ку тĕлĕшпе саккуна çакнашкал çĕнĕлĕх кĕнĕ% номерсене ГИБДД уйрăмĕсенче кăна мар, çавăн пекех аккредитациленĕ официаллă дилерсем е ятарлă организацисен реестрне кĕртнĕ заводсем урлă та илме пулать. Чăваш енре çĕнĕлĕх февральтен туллин ĕçлесе каймалла. Халĕ мĕнпур автосалонпа транспорта туса кăларакан заводсем тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Ун кăтартăвĕсем тăрăх Шалти ĕçсен министерстви вĕсене автомобильсене регистрацилеме полномочиллĕ организацисен реестрне кĕртет.

Çĕнĕ автомобиль туяннă çынна ăна учета тăратма унчченхи пекех 10 кун параççĕ. Енчен те машина ГИБДД уйрăмĕнче шутра тăрать, анчах ун çумне номерсем çирĕплетмен-тĕк, унпа çÿреме юрамасть. Сăлтавĕ – РФ КоАП-ĕн 12.2-мĕш статйин 2-мĕш пайĕ% йĕркене уяманшăн 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме е 1–3 уйăхлăх правасене туртса илме пултараççĕ. Урăхла каласан, ку водитель машинăран патшалăх номерĕсене хăпăтса илнĕ те унсăрах çÿрекен çынпа танлашать.

Апла пулсан çĕнĕ машинăпа патшалăх паллисене паракан вырăна мĕнле çитмелле-ха; ГИБДД служби ăнлантарнă тăрăх, номерсене хăвăр илнĕ чух – эвакуатор тивĕçтерĕвĕсемпе усă курса ятарлă организацисене çитмелле. Е аккредитациленĕ салон-автодилер пулăшăвĕпе усă курмалла. Унти специалистсем мĕнпур документа Пĕрлĕхлĕ патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă ГИБДД органĕсене хăйсемех ярĕç.

Транспорта учета тăратнăшăн тÿлемелли пошлина виçи улшăнман. Портал урлă онлайн мелĕпе хывсан – 30 процент сахалрах.

Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, транспорта регистрацилес ĕçе автосалонсем те пурнăçлаççĕ. Анчах машина хуçин, кăмăлĕ пулсан, номерсене патшалăх автоинспекцийĕнче те илме (улăштарма) юрать. Ку тивĕçтерĕве портал урлă илме май пур.

Сăмах май, çĕнĕ мар транспорт хатĕрĕсене номерсене хуçи пропискăра тăракан регион кочĕпе параççĕ. Урăхла каласан, республика çынни Мускав облаçĕн номерĕсемлĕ автомобиль туяннă-тăк, кунта ăна «21» кодпа регистрацилеççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ