Раççейре çĕнтернĕ!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 17:02 Просмотров: 217

Чăваш ен çамрăк хоккеисчĕсем чаплă çитĕнĕве Пушкăртстанри Салават хулинче иртнĕ Раççей финалĕнче тивĕçнĕ.

Ял ачисем хушшинчи Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» ăмăртура аслă ÿсĕмрисен (2005–2006 çулсенче çуралнисен) 16 команди вăй виçнĕ% Пушкăртстанри «Бакалы» тата «Кристалл», Самар облаçĕнчи «Белый Барс», Приморье крайĕнчи «Восток», Чулхула облаçĕнчи «Дальнее Константиново», Тутарстанри «Лачын», Челябинск облаçĕнчи «Молот», Вологда облаçĕнчи «Олимп», Пермь крайĕнчи «Прометей», Томск облаçĕнчи «Сибирь», Тверь облаçĕнчи «Старица», Орел облаçĕнчи «Старт», Киров облаçĕнчи «Стулово», Архангельск облаçĕнчи «УЛК», Новосибирск облаçĕнчи «Юность» тата Чăваш енри «Яльчики» командăсем.

Каламалла, Чăваш ен командине Елчĕк тата Комсомольски районĕсен команди йышĕпе Вăрнар каччисем те кĕнĕ. Вĕсем – Александр Ванин, Никита Тинюков, Дмитрий Шлюпкин, Кирилл Яковлев тата Андрей Степанов.

– Пирĕн ачасемшĕн çакă çав тери пысăк çитĕнÿ. Ывăлшăн, Сашăшăн, ун командăри юлташĕсемшĕн хытă хĕпĕртерĕм. Вĕсем хоккейпа Вăрнарта пăр катокне уçнăранпах туслă. Николай Павлович Старостин тренер ăсталăх хывнипе çамрăксем «Кристалл» командăпа республикăра та çулсеренех палăраççĕ, – пĕлтерчĕ кăмăллăн Наталья Ванина.

Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди ушкăнри вăйăран çирĕп çĕнтерÿпе тухнă. Финалăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕнче Приморье крайĕн командине 3:1, çурмафиналта Тутарстан хоккеисчĕсене 3%1 шутпа парăнтарнă.

Финалта вăл пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕпе – Вологда облаçĕн «Олимп» командипе тĕл пулнă. Ентешсене пĕрремĕш минутсенченех кăтартнă лайăх тактика, пĕрлешсе тапăнса, пĕр-пĕрне туйса выляни пулăшнă. Пĕр вăйăç сахалтарах пулнă пулин те пĕтĕмлетÿллĕ вăййа чăвашсем çĕнтерÿллĕ результатпа – 2%1 шутпа вĕçленĕ.

– Виçесĕр савăнăçшăн эпир, ашшĕ-амăшĕсем, хамăр ачасен тренерне Николай Павлович Старостина чĕререн тав тăватпăр, – хăпартланса калаçрĕ Наталья Ванина.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика