ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Истори чĕрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020 17:03 Просмотров: 58

Заводăн 90 çулхи юбилейĕ умĕн предприяти ветеранĕсем хушшинче «Живая история» конкурс иртрĕ.

Ветерансем – завод историйĕн управçисем. Конкурса хутшăннă май вĕсем завод музейне çĕнĕ материалсемпе пуянлатас тата çамрăк ăрăва предприяти аталанăвĕн тапхăрĕсем çинчен пĕлтерес тĕллевпе асаилÿсем парнелерĕç.

Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ. «Завод – манăн шăпа» номинацире ветерансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем, асра юлнă пĕлтерĕшлĕ самантсем, хаваслă пулăмсем тата йывăрлăхсене епле çĕнтерни çинчен каласа кăтартрĕç. Асаилÿсене сăнÿкерчĕксемпе, документсемпе пуянлатнă. Ку номинацире виççĕн çĕнтерчĕç% А.И.Старовойт, И.И.Чугунников, Н.Е.Арсентьев.

Анастасия Ивановна Старовойт заводра 46 çул бухгалтерта тимленĕ. Вăл Мускав облаçĕнчи Красная Поляна хулинче çуралнă, Вăрнара 1941 çулхи декабрьте куçса килнĕ. 92 çулта пулин те унăн ăс-тăнĕ çивĕч. Унăн уйрăмах вăрçă çулĕпе çыхăннă асаилĕвĕсем историшĕн хаклă. «Вăрçă пуçлансан манăн атте, Иван Николаевич Наумов, истребительсен батальонне хăй ирĕкĕпе çырăннă. Манăн аннене, Надежда Николаевна Наумована, вара Мускава хÿтĕлекен канавсем чавма ăсатрĕç. Килти хуçалăх манпа тăххăрти Витя шăллăмпа иксĕмĕр çине тиенчĕ. Салтаксем пирĕн пата кăшт ăшăнма тата вĕри шыв ĕçме кĕретчĕç. Урамра вăл вăхăтра 30–35 градус сивĕ тăратчĕ. Пире сахăр катăкĕпе е сухарипе, е тата уй тĕпелĕнчи пăтăпа е лапшапа хăналатчĕç. Салтаксем пире мĕншĕн эвакуацилеменни пирки питĕ тĕлĕнетчĕç, нимĕçсем çывăхрах пулнă-çке», – çак йĕркесем ирĕксĕр куççуль кăлараççĕ.

Иван Игнатьевич Чугунников, малтан заводăн тĕп механикĕнче тăрăшнăскер, хăйĕн конкурс ĕçĕнче Юрий Цесельский ертсе пыракан паллă завод оркестрĕ тата мал опытпа паллашма ют çĕршывсене кайни çинчен тĕплĕн каласа панă.

Аслă ăру питĕ лайăх астăвать – совет тапхăрĕнче заводăн тĕп продукцинчен пĕри дуст пулнă. 90-мĕш çулсенче дуст кăларма чарнă, часах корпуса та пăсса тăкнă. Анчах завод историйĕшĕн дуст кăлармалли оборудованийĕн схема ÿкерчĕкĕ çинчен çырса кăтартни питĕ хаклă. Ăна конкурса завод ветеранĕ Николай Егорович Арсентьев тăратнă.

«Ăш кулăпа аса илетĕп» номинацире ветерансем ĕçри кăсăклă самантсене, общество пурнăçне хутшăннине аса илчĕç. Ку номинацире Владимир Иванович Денисов çĕнтернĕ. Вăл заводра ĕçленĕ вăхăтра пулса-иртнĕ ĕç-пуçа шÿтлĕ сăнласа панă.

Ветерансем çавăн пекех ĕçтешĕсемпе ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксене илсе килнĕ, конкурса хутшăннисем унта мĕн сăнланине çырса кăтартнă. Ку номинацире Виталий Петрович Павлов (Чăрăш Ишек) çĕнтернĕ. Унăн сăнÿкерчĕкĕнче – заводра ирттернĕ шашка турнирĕнчи самант.

Конкурс çĕнтерÿçисене пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче юбилей меропртиятийĕнче чыслĕç.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ