Саккун проекчĕ хатĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 17:05 Просмотров: 260

Юнкун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ.

Унта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă. Ку ыйтăва иртнĕ ларăвăн кун йĕркине те кĕртнĕччĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев асăннă виçене чакармасăр умĕнхи кварталти шайра хăварассине пуçарнăччĕ – ыйтăва каярах пăхса тухма сĕннĕччĕ.

Вăрах кĕтме тивмерĕ – тивĕçлĕ саккун проектне васкавлăн хатĕрленĕ. Çак саккун пурăнма кирлĕ виçе статистика кăтартăвĕсене кура пĕчĕкленмелле пулсан ăна умĕнхи кварталти шайра чакармасăр хăварассине çирĕплетет. О.Николаев саккун проектне ырланă, ăна Чăваш ен Патшалăх Канашĕнче тишкерĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика