Патшалăх пулăшнипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020, 13:22 Просмотров: 242

Патшалăх чи малтанах хÿтлĕхсĕр граждансене социаллă пулăшу пама тивĕçлĕ. Ку тĕллевпе çĕршыв шайĕнче, регионсенче йышăннă саккунсем, программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсене пурнăçлама тĕрлĕ шайри бюжетран пысăк укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Тимлĕхри ушкăнсенчен пĕри – тĕрлĕ сăлтавпа ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă тата тăлăх ачасем. Вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси хамăр районта та уйрăм шутра. Çав вăхăтрах чи кăткăс та пĕлтерĕшлĕ ыйтусем йышне вĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессине кĕртмелле. Чăваш Республикин «Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси» саккуна пурнăçласа ку ĕç малалла пырать. Район администрацийĕн пресс-службин информацийĕ тăрăх, тăлăх ачасене хваттерпе е çуртпа тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 3,8 млн тенкĕ уйăрнă. Палăртнă тăрăх, кăçал ку ушкăнран çиччĕн тинех хăйсен кĕтесĕллĕ пулмалла. Пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре 72 тăлăх тăнă.

Сăмах май, вĕсенчен хăшĕ-пĕри иртнĕ уйăх вĕçĕнче поселокри Советски урамĕнчи тата Зеленый тăкăрлăкри вĕр çĕнĕ хваттерсен телейлĕ хуçисем пулса тăнă. Уççисене вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Анна Артемьева, «Вурнарская» МСО» организацин ертÿлĕхĕ савăнăçлă лару-тăрура панă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çамрăксене патшалăх пулăшнипе хăйсен хваттерĕллĕ пулнă ятпа саламланă, унта телейлĕ те ăнăçлă пурăнма суннă. Çĕнĕ çурт-йĕр хуçисем те савăнăçне, тулли кăмăлне пытарман, пурне те чунтан тав тунă.

Палăртмалла, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене уйăрнă хваттерсем хăтлă та çутă, уйрăммăн хутса ăшăтаканскерсем, шалти отделкăпа – хăть çав вăхăтрах пурăнма кĕр.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика