Кукамай ытамĕнче илемлĕ-çке çут тĕнче!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020, 13:24 Просмотров: 253

Ашшĕпе амăшĕн кунсерен ĕç еннелле çул такăрлатмалла. Анчах та пуç ватмалли те тупăнать. Пĕчĕк шăпăрлансене уйрăмах каникулсенче е сасартăк чирлесе ÿксен ăçта хăвармалла-ха?

Ача-пăча ÿстернĕ чух вутра çуннă пек, тесе ахальтен каламаççĕ. Юрать, çывăх çынсем пур.   Ачасен пурнăçĕнче аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Асатте – кил хушши, асанне – пÿрт ăшши тытать, теççĕ. Е тата çапла калаççĕ: «Маçак пулсан пыл та пулать». Çывăх çынсем пурри – пысăк телей. Вĕсем мăнукĕсене ĕçе хăнăхтарма, ăс-тăна çивĕчлетме пулăшаççĕ, ыркăмăллăха аталантараççĕ.

Ачалăхри хăшпĕр самантсем аса килеççĕ. Асаннепе Вăрнара чие çырли, панулми сутма тăтăшах çÿреттĕм. Хĕлле урăх яла çăм таптарма та темиçе хутчен кайнăччĕ. Çулла пĕрле утă типĕтнĕ, пахчаçимĕç шăварнă. Касу пăхнă. Асаттерен тĕслĕх илсе колхоз ĕçне явăçнă. Тăван хуçалăхра шăллăмпа, йăмăкпа утă типĕтни, çĕрулми çумлани, пухни, кăшман кăларни   халĕ те асрах.

Асаттепе кукаçи пире, мăнукĕсене, час-часах вăрмана илсе çÿретчĕç тата. Кашни йывăç-тĕмпе паллаштарнă. Çырлаллă, кăмпаллă, мăйăрлă вырăнсене кăтартнă. Çĕтсе кайсан вăрмантан мĕнле тухмаллин вăрттăнлăхĕсене те уçса панă. Ăса вĕрентнĕ: «Çын çинче çын пек пул, ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала».

Кĕмĕл çÿçлĕ ветерансем çамрăк ăрăва кĕнекепе те, хаçат-журналпа та туслаштараççĕ. Çĕрпелĕнче пурăнакан Еленăпа Борис Николаевсем пирки мăнукĕ Катерина ыр сăмахсем анчах каланăччĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ тăрăшуллă анчах мар, мăнукĕсемпе пĕрле ĕç хыççăн «Çĕнтерÿ çулне» час-часах алла тытма вăхăт тупаççĕ иккен. Çапла майпа аслă ăрурисем ачапчана тăван чĕлхепе хаçат вулама явăçтараççĕ.

Аслă ăрурисем ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пулăшаççĕ, çемье ăшшине туйма вĕрентеççĕ. Шăпăрлансем те парăмра юлмаççĕ. Ватăсене çунат хушаççĕ, кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика