Çемье хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020, 13:24 Просмотров: 199

Ман шутпа, спорт – çыннăн вăй-халне, кĕрешÿри ăсталăхне уçса паракан тĕкĕр. Вăл – сывлăх та, чăтăмлăх та, çитĕнÿ те, хавхалану та. Спорта юратни чыса кăларать, малалла çĕн-терÿсем тума çул уçса, вăй-хал парса пырать.

Тĕслĕхне аякра шырамăпăр. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Петр Квасов районти паллă спортсменсен ретне тăчĕ. Петр Геннадьевич вăтам пÿллĕ, хытанка кĕлеткеллĕ çамрăк. Калаçура хăйне лăпкă тытать. Илемлĕ куç харшийĕсем айĕнчен çепĕççĕн те ăшшăн пăхакан хăмăр куçĕсем вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, вашават çын пулнине çирĕплетеççĕ.

– Петр Геннадьевич, калăр-ха, тархасшăн, сирĕн спортри ăсталăх хăçан тата мĕнле тымарланчĕ? – ыйтрăм унран.

– Спорта юратас туйăм ăнсăртран килмен. Вăрнарти ача-пăча спорт шкулĕн филиалĕ Мăн Явăшра уçăлсан ялти чи вăйлисемпе хăюллисем тÿрех унта çÿреме пуçларĕç. Спортăн çĕнĕ секцине – ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ушкăнне – эпĕ те килĕштертĕм. Ку ĕçре мана атте, Геннадий Квасов, куллен пулăшса, хавхалантарса тăчĕ. Ун пилне çĕре ÿкермерĕм, ăна паян кунчченех спортри çитĕнÿсемпе савăнтарсах тăратăп, – терĕ вăл.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿресе Петр Квасов кунран кун хăйĕн ăсталăхне ÿстерсе пычĕ. Спортри ÿсĕмсемшĕн панă Хисеп грамотисемпе Дипломĕсем, Кубокĕсем 100-тен те иртеççĕ. Çĕршывăн хăш кĕтесне кăна çитсе курман-ши вăл? Салтак службинче тăнă Инçет Хĕвелтухăç, Казахстан, Çурçĕрпе Кăнтăр тăрăхĕсенчи хуласем – йăлтах каласа та пĕтереймĕн. Мĕн тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнман-ши тата? Çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, йĕлтĕрпе чупасси...

Петр Квасовăн сумлă ячĕ службăра тăнă чухне анлă сарăлнă. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Çурçĕр Кавказ çар округĕнче ирттернĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, чемпион пулса тăнă. Çакнашкал чыса пĕрле тупăшнă спортсменсенчен пĕри те тивĕçеймен.

Петр Геннадьевич салтак службинчен таврăнсан районти полици пайне ĕçлеме кĕнĕ. Çĕнĕ ĕçе аслă пĕлÿллĕ полици лейтенанчĕ П.Квасов хăвăрт хăнăхса пырать. Районти йĕркелĕхе сыхлас, унта пурăнакансен тăнăç пурнăçне çирĕп сăнаса тăрас, саккуна пăсакансене çийĕнчех асăрхаттарас енĕпе полицин участокри уполномоченнăйĕ П.Квасов тивĕçе чыслăн пурнăçласа пырать. Вăл полици пайĕнче чи хисеплисенчен пĕри.

Йĕрке хуралĕнче кăна мар, Петр Квасов обществăлла ĕçсенче те хастар, спортри ăсталăхне те ÿстерсех пырать. Нумаях пулмасть Шупашкарта республикăри полици пайĕсенче ĕçлекенсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Петр Квасов унта виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, вăрнарсен чысне тата çÿлерех çĕклеме вăй-хал çитерчĕ.

Петр Квасов мал ĕмĕтлĕ спортсмен. Хăюллă та тĕреклĕскер, ирĕклĕ майпа кĕрешмелли мелсене хăвăрт алла илет. Кавир çинчи вăр-варлăхĕ, çивĕчлĕхĕ пысăк. Вăл пире малашне те кĕрешÿ ытамĕнчи ÿсĕмсемпе савăнтарсах тăрĕ.

Владимир МОСКВИН.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика