Çанталăк айăплă мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020, 13:26 Просмотров: 233

Кашни çул çанталăк урăхла. Тепĕр чух çу кунĕсем савăнтармаççĕ: е ытлашши шăрăх, е сулхăн. Çумăра кĕтсе ывăнни те пулать. Пуриншĕн те кăмăла каякан çанталăк пулать-ши? Чылайăшĕ çумăр çăвасса кĕтнĕ чух утă типĕтекенсем паян çумăр ан пултăрах тесе кĕлĕ тăваççĕ.

Хăйсене май вĕсем те тĕрĕс шутлаççĕ. Тырă, йăрансем çине акнă вăрă нÿрĕксĕр шăтса тухмасть. Халь эпир синоптиксем çанталăк мĕнле пуласси çинчен хыпарлассине шанатпăр. Паллах, пĕтĕмĕшле илсен вĕсем калани пурнăçа кĕрет. Çапах тепĕр чух апла пулмасть çав: çумăр е юр çăвать тенĕ кун пĕр-пĕр çын пурăнакан вырăнта пĕлĕтрен нимĕн те ÿкмест. Çав вăхăтрах инçе те мар ислетичченех çунă. Пĕриншĕн радио йăнăшнă, теприншĕн тĕрĕс каланă.

Кăçалхи раштав уйăхĕ сивĕ мар, çумăрлă, пăрлаклă пулни, паллах, тĕлĕнтерет. Кăçалхи пекех 2017 çулхи декабрь уйăхĕ вĕçнелле те çанталăк икĕ-виçĕ градус ăшă тăчĕ. Çумăр та ÿккелерĕ, тавраллах питĕ пăрлакланнăччĕ. 1982 çулта вара, Çĕнĕ çул умĕн юртан, пăртан туса лартнă кĕлеткесем ăшăпа, çумăрпа ишĕлсе пĕтнĕччĕ. Пирĕн асаттесем хĕллехипе çуллахи кунсене танлаштарса ÿлĕм мĕнле çанталăк пулассине пĕлме тăрăшнă. Сăмахран, Кăшарнире пĕлĕтлĕ, юрлă, сивĕ мар пулсан тырпул вăйлă çитĕнессе шаннă, сивĕ-тĕк типĕ çу, тырпул начар пулассине пĕлнĕ. Кашни çулах, тен, çавăн пекех пулман пуль, анчах сăнани тепĕр чух пурнăçланнă. Декабрь пуçламăшĕнче тăтăшах çанталăк ăшăтни, июнь пуçламăшĕнче вара сивĕтни, хăшпĕр чух тăм ÿкни чылай çыншăн паллă. Тата çакă та кăсăклантарать: халь хĕл ларнă тесе шутламалла-ши е çук. ,лĕк çапла шутланă: юр çуса çуна çулĕ çирĕпленсен хĕл ларнă теме юрать. 2006 çулхи декабрь вĕçнелле Рита Кириллова республикăри хаçатра «Хĕллехи вăрмана кăмпана» ятлă тĕрленчĕкре çапла çырнă: «Кăçал çанталăк ухмаха тухнă пулас: йывăçсен папкисем мăнтăрланнă, кайăксем пĕрне-пĕри саваççĕ».

Авалхи историксем çырса хăварнă тăрăх, çанталăк хутран-ситрен хăйĕн вăйне кăтартнă, ун çинчен «Раççей патшалăх историйĕ» ятлă кĕнекере те палăртнă. Çĕр çинче темиçе çул ăнланмалла мар çанталăк пулнă иккен. 1289–90 çулсенче Европăра хĕл лармасăрах çуркунне пуçланнă – январьте йывăçсем çулçăланнă, февральте çĕрулми пиçнĕ. Çавнашкал евĕрлĕрех çанталăк 1901–1902 çулсенче тепĕр хут пулнă.

1472 çулхи хĕлле сад пахчисем чечеке ларнă, çулла вара питĕ типĕ те шăрăх пулнипе пысăк Дунай юханшыв типнĕ, ун урлă çурран каçса çÿренĕ.

1557 çулта питĕ сивĕ çанталăк пулнă. Çил-тăман вĕçтерсе нумай яла юр айне тунă.

1709 çулхи хаяр сивве пула пиншер халăх шăнса вилнĕ, тискер кайăксемпе йывăçсем те чĕрĕ юлман. Çав çулах Итали çывăхĕнчи Адриатика тинĕсĕ пăрланнă.

1601 çулта Борис Годунов патшана ларсанах ун чухнехи çанталăк пирки çапла çырнă: «Кун çĕр евĕрлĕ, тÿпере чарăнмасăр çиçĕмпе аслати кĕмсĕртетет, тавраллах чĕтреннипе чиркÿ тăрринчи çаврака тăрăсем ишĕлсе аннă, çумăр чарăнмасăр вунă эрне çунă. Августăн 15-мĕшĕнче уяртсан хаяр сивĕ пуçланнă, çĕре çĕр хупласа илнĕ, пĕтĕм тырпул пĕтнĕ. Ун хыççăн, 1602 çулта сивĕ çу пулнă, хăрушă выçлăх пуçланнă, мĕн çиме май пулнă, ăна çинĕ. Чылай ялпа хула çĕр çинчен çухалнă. Çав çулсенчех Мускавра 500 пине яхăн халăх шăнса вилнĕ, Хура тинĕс шăнса ларнă, Константинополе çунапа çÿренĕ».

Архивсенче упраннă документсем тăрăх, 1921 çулхи çуркунне, унчченхипе танлаштарсан, пĕр уйăх маларах пуçланнă. Юр ирĕлсе пĕтсенех чăтма çук шăрăх хĕртнĕ. Çумăр пачах çуман, типĕ те шăрăх тапхăр пуçланнă. Хĕвел хĕрхенмесĕр пĕçертнĕ, тÿпе хĕрлĕ-хăмăр тĕспе сăрланнă: сывлăшра чăтма çук пăчă, тусан. Талккишпех пушарсем алхаснă: ялсем, вăрмансем, курăк çуннă. Эрни-эрнипе талккăшĕпе сĕрĕмпе тĕтĕм тăнипе çынсем тăн çухатса ураран ÿкнĕ. Кĕрхи тырă типсе ларнă, çурхи шăтса тухман. Июльте çурхи тырă çумăр хыççăн тинех шăтса тухнă, анчах пулса çитмесĕрех юр айне пулнă. Халăх выçăпа аптăранă.

Иртнĕ тата унчченхи ĕмĕре илес пулсан, массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, палăртмалла, сивĕ хĕлсем 1812, 1882, 1902, 1919, 1942 çулсенче пулнă. 1988, 1995, 2010, 2018 çулсенчи çулла шăрăх, çителĕксĕр ăшă – 1983, 1990, 2003 çулсенче. Çумăрлă, йĕпе кунсем 1990, 2000, 2003, 2005, 2017 çулсенче, çителĕксĕр нÿрĕк 1992, 2001, 2010 çулсенче ÿкнĕ.

2010 çулхи вăрăма кайнă шăрăх кунсем те манăçа тухмаççĕ. Пĕвесем, чылай юханшыв, çăлсем типсе ларнăччĕ.

Çанталăк мĕнле пуласси пирĕнтен килмест çав. Унăн хăйĕн йĕрки. Çутçанталăка, тавралăха таса, тирпейлĕ тытасси вара пирĕн кашнин тивĕçĕ.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика