Çĕнĕ сайт пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020, 13:27 Просмотров: 275

Федераллă кадастр палати пĕрлехи сервис сайтне (kadastr.ru) ĕçлеттерсе янă. Вăл куçман пурлăх рынокĕнчи сервиссемпе тивĕçтерÿсене пĕрлештерет.

Çĕнĕ сайтра халĕ «пĕр чÿрече» мелĕпе патшалăх тивĕçтерĕвĕсем çинчен тулли информаци илме, электронлă алă пуснине хатĕрлеме, ЕГРНран выписка çыртарма, документсен хатĕрлĕхне тĕрĕслеме, документсене киле çитерсе пама ыйтма, консультацие çырăнма, çавăн пекех куçман пурлăх тĕлĕшпе кирек мĕнле операцисен тĕрĕс пакетне йĕркелеме пулать.

Çавăн пекех сайтра «Сервис жизненных ситуаций» пай та пур. Вăл çынсене хăйсен ыйтăвне кура документсен тĕрĕс списокне йĕркелеме пулăшать. Сăмахран, кадастр учечĕпе, харпăрлăх правине регистрацилессипе, ипотекăпа, арендăпа, ЕГРН сведенисене улшăнусем кĕртессипе е выписка илессипе, техника тата реестр йăнăшĕсене улăштарассипе çыхăннисем. Документсен пакетне хатĕрленисĕр пуçне сервис тĕрĕс сроксене тата тивĕçтерĕвĕн хакне те тÿрех «калать».

Куçман пурлăхăн рынокĕн профессионаллă участникĕсем валли вĕрентÿллĕ онлайн-платформине те – кадастр палатин корпоративлă университетне – йĕркеленĕ. Кунта квалификацие ÿстерекен курссене çырăнма тата вĕрентÿллĕ вебинарсене хутшăнма пулать.

Çавăн пекех сайтра экспертсем тăтăш тĕл пулакан ыйтусене хуравланă база та пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика