Тимлĕхре – тĕрлĕ ыйту

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020 13:28 Просмотров: 111

Иртнĕ эрнекун депутатсен районти Пухăвĕ планпа палăртнă черетлĕ ларăва пухăннă.

Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, район прокурорĕ Евгений Краснов, хула-ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Кун йĕркинче яланхиллех – депутатсем татса пама тивĕçлĕ анлă ыйтусем. Хальхинче вĕсене вуниккĕ кĕртнĕ, кашнинпе йышăнусем кăларнă.

Малтанах Пуху умне Тĕрĕс-левпе счет органĕн председателĕ Вера Ефимова пĕтĕмлетÿллĕ отчетпа тухнă. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех вăл кăçал пурнăçламалли тĕп тĕллевсене те пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыраканĕ – йĕркелÿпе кадр тата юридици службин пуçлăхĕ Светлана Войтенко Вăрнар районĕн вырăнти хăйтытăмлăх представительлĕ органĕн суйлавĕн пĕр мандатлă суйлав округĕсен схемисене пăхса тухма сĕннĕ. Депутатсем вĕсене çирĕплетме йышăннă.

Çавăн пекех депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕн, муниципаллă должноçсене йышăнакан çынсен тата вĕсен çемйисен членĕсен тупăш-тăкак, пурлăх çинчен калакан сведенисене Вăрнар районĕн официаллă сайтне е массăллă информаци хатĕрĕсене тăратас йĕркене çирĕплетнĕ. Ытти ыйтусене пăхса тухнă май, район Пухăвĕн хăшпĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнĕ, пĕлтĕр муниципаллă пурлăха приватизациленин кăтартăвĕсен отчетне тата район пурлăхне ял поселенийĕсен харпăрлăхне куçарассине çирĕплетнĕ, 2019 çулхи бюджет пурнăçлавĕ пирки уçă итлев кунне палăртнă. Обществăлла Канаш тытăмне те улшăнусем кĕртме тивнĕ: пурăнакан вырăна ылмаштарнă май унтан икĕ çынна кăларнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ