Çамрăксен «чĕлхипе» иртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020 13:29 Просмотров: 90

Хальхи вăхăтра Раççейре 15–29 çулсенчи 24,3 миллиона яхăн çын пурăнать. Ку пĕтĕм халăхăн 16,5 проценчĕ.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн даннăйĕсемпе, çĕршыври пĕтĕм халăхăн 24 проценчĕ çамрăксем шутланнă. 2002 çулта ку кăтарту 23 процентпа танлашнă. Раççей историйĕнчи çыравсем тăрăх, çамрăк ăрăвăн чи пысăк йышне 1959 тата 1979 çулсенче фиксациленĕ: 26,3 тата 27 процент.

Юлашки çулсенче çамрăксен ĕçлевĕн кăтартăвĕсем аван: Раççей экономикинче официаллă майпа 20–24 çулсенчи хĕрсен 43 проценчĕ, каччăсен 54 проценчĕ тимлет. 25–29 çулсенчисенчен – хĕрсен 77, каччăсен 91 проценчĕ. 15–19 çулсенчи çамрăксен 88 ытларах проценчĕ тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илет. Швецире ку кăтарту 87, Германире 86, Францире 85, Канадăра 78 процентпа танлашать.

2015 çулхи микроперепись Раççей хĕрĕсем (47 процента яхăн) каччăсенчен (35 процент) ытларах аслă пĕлÿ илнине кăтартса панă.

Статистика паянхи çамрăксем çитĕнÿсем патне ытларах туртăннине те çирĕплетет. Росстат кăтартăвĕсемпе, 2001 çултанпа ниçта та вĕренмен, ĕçлемен çамрăксен шучĕ палăрмалла чакнă. Пĕлтĕр кунашкаллисем 1,4 млн çын шутланнă. Хĕрсем çамрăкла çемье çавăрса ача çуратассине те «каярах» хăварни палăрать: 42 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн, 57 проценчĕ вăтам професси илнĕ хыççăн ачаллă пулнă.

Совет тапхăрĕнчи çамрăксем «лайăх пурăнас» тесе институт-университет пĕтерме, ĕçе вырнаçма, партие кĕме ĕмĕтленнĕ. Паянхи çамрăксем вара – информаци технологийĕн ăрăвĕн ачисем. IT-технологисене пула вĕсем урăх хула-çĕршывсене çăмăллăнах куçса каяççĕ. Вĕсем çав тери мобильлĕ, чи малтанах – психологи тĕлĕшĕнчен. Çавăнпа та кăçалхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вĕсен «чĕлхипе» – цифра технологийĕсене усă курнипе иртни вĕсене çывăхрах пулĕ. Паллах, электронлă çырав хучĕсене кашниех çырса тултарма пултарать. Вĕсем патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi.ru) уçă пулаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ