Юсанас темен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:30 Просмотров: 261

Хамăр районта алимент тÿлеменшĕн айăпланнă арçынна йĕплĕ карта леш енне ăсатнă.

Ун тĕлĕшпе маларах юсану ĕçĕсене палăртнă пулнă, анчах уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн Çĕмĕрлери муниципалитетсем хушшинчи филиалĕ айăплава ирĕкрен хăтарассипе ылмаштарма ыйтнă. Ку представленипе Вăрнар район прокуратури те килĕшнĕ.

Суд ларăвĕнче палăртнă тăрăх, 49-ти çак арçын, хамăр район çынниех, алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнса çÿренĕ. Çакăншăн ăна РФ Уголовлă Кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпласа ĕçлесе юсанма çирĕплетнĕ.

Апла пулин те тăван ашшĕ ачине ÿстерме алимент тÿлеме пурпĕрех тăрăшман. Саккуна хирĕçле ĕçсем тума вара чарăнман вăл: юсану ĕçĕсене ирттерме палăртнă организацисене те килмен, уголовлă пурнăçлав инспекцине регистрацие сăлтавсăрах пырса çÿремен.

Прокурор пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшсе, суд айăплав тĕсне (юсану ĕçĕсене) чăннипех ирĕкрен хăтарнипе улăштарнă, арçынна колони-поселение тÿрленме ăсатнă.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика