ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уйăхлăха пĕтĕмлетрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2020 13:31 Просмотров: 82

Мĕн авалтанах çынсенче патриотизм туйăмне аталантарасси уйрăмах пысăк вырăн йышăннă.

Шкулăн та тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ачасене Тăван çĕршывпа, халăхпа мăнаçланма вĕрентесси, вĕсенче паттăрлăх туйăмне вăратасси. Ку енĕпе Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн вĕренекенсем оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне пĕтĕмлетсе парада тăчĕç. 2–11-мĕш классенчи ачасем тĕрлĕ номинацисенче тупăшрĕç: «Стройра лайăх – çапăçура вăйлă», командир доклачĕ, стройра ялавпа тата юрăпа утни, плац-концерт. Вĕсене жюри хакларĕç. Ун йышĕнче ашшĕсен канашĕн председателĕ П.С.Ерлыгин тата Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Максимов пулчĕç. Ачасем хăйсен тăрăшулăхне пуренлĕн катартрĕ. Вĕсем хушшинче чи маттуррисен шутне 11-мĕшпе 5-мĕш классем кĕчĕç.

Мероприятие район администрацийĕн çамрăксен ĕçĕсемпе тимлекен тĕп специалист-эксперчĕ Д.А.Григорьев та хутшăнчĕ. Вăл шкул ачисем çакăн евĕр ĕçсене явăçнăшăн савăнчĕ, пурне те тав сăмахĕ каларĕ. Шкул администрацийĕ Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа хастар шкул ачисене грамотăсемпе хавхалантарчĕ, стройра хăйсене лайăх кăтартнă отрядсене I, II, III степеньлĕ Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Валентина МЫШКИНА,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ