Кĕçĕннисем – хаваслă стартсенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:32 Просмотров: 369

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ йĕркипе Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 1–4-мĕш классем хушшинче хаваслă стартсем иртрĕç.

Стартсен программи пуян пулчĕ. Унта 14 команда тупăшрĕ. Йышра – виçĕ хĕрачапа виçĕ арçын ача тата ашшĕсем. Вĕсен кăсăклă конкурссем, спорт хăнăхăвĕсем витĕр тухма тиврĕ.

Вăййа пуçĕпех путни тата команда валли çĕнтерÿ илсе килесси ачасене çав тери тыткăнларĕ, çавăнпах пулĕ вĕсем аякра мĕн пулса иртнине те сисмерĕç. Кашниех финиша пĕрремĕш çитессишĕн тăрăшрĕ. Çакăн валли вăйлă кăна пулни çителĕксĕррине, çивĕчлĕх, пĕрлешÿлĕх кирлине те ăнланчĕç вĕсем.

1–2-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна 1-мĕш «б» класс тухрĕ. 3–4-мĕш классем хушшинче чи çивĕччисем – 4-мĕш «А» класс.

Шкула шефа илнĕ май, «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество та аякра юлмарĕ. Ун директорĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Рифкат Киметов ачасене призсемпе хавхалантарчĕ.

Н.ЛЕОНТЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика