Арçынсем пирки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:32 Просмотров: 378

Жан Поль Готье вырăс арçыннисем сăнпа хитре мар, анчах патвар тесе шут-ланă. Çавнашкаллисем пирĕн çĕршывра 68115300 çын шутланаççĕ.

Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, арçынсемшĕн пурнăçра виçĕ тĕллев чи пĕлтерĕшли – çемье ырлăхĕпе пурлăхĕ, ача тата харпăр хăйĕн пурăнмалли çурчĕ. Мăшăрпа çырăнса çемьепе пурăнас тесе арçын нумай ĕçлеме хатĕр, анчах уншăн вăл пысăк ĕç укçи илесшĕн.

Респондентсен 58,6 проценчĕ официаллă майпа мăшăрланни телейлĕ çемьен тĕп никĕсĕ тесе шутлать. 31,4 проценчĕ загсра çырăнни кирлине палăртнă. Арçынсенчен 10 проценчĕ кăна официаллă майпа çырăнни ниме те пĕлтермест тенĕ.

Вĕсем вăтамран 27,5 çулта çемье çавăраççĕ. 30 çула çитнĕ çĕре вĕсенчен ытларахăшĕ авланнă е авланса уйрăлнă. Туй тăвиччен малтан пĕрле пурăнса пăхмалла тесе шутлакансем 43,6 процент. Ку енĕпе хĕрарăмсем те вĕсемпе пĕр шухăшлă. Çырăнмасăр пурăнакан арçынсенчен 40 проценчĕ хĕрарăм ача кĕтмест пулсан мăшăрланнине официаллă майпа регистрацилесшĕн мар, 33 проценчĕ вара ача çуралсан та паспорта «штамп» лартма килĕшмест.

Çĕршыври арçынсенчен çуррийĕ икĕ ача çитĕнтересшĕн. 20 проценчĕ виçĕ ачашăн. Ытларах ача çуратса ÿстерме çитмен пурнăç, ыранхи ырлăха шанманни тата пурăнмалли çурт е хваттер ыйтăвне татса паманни чăрмантарать тесе палăртнă.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Мускавра тата Санкт-Петербургра, Краснодар крайĕнче, Тутарстанра, Свердловскпа Чулхула облаçĕсенче пĕччен пурăнакан ашшĕсем ытларах пурăннине палăртнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ нумай – виççĕ е тата ытларах – ачаллă.

Паянхи пурнăçри тулли мар çемьесем пирки 2020 çулхи халăх çыравĕ хыççăн пĕлĕпĕр.

Пирĕн республикăра 573 пин арçын пурăнать, ку вара пĕтĕм халăхăн 47 проценчĕ. Вĕсенчен 60 проценчĕ хула çынни. Арçынсен вăтам çулĕ – 37.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, арçынсен 58 проценчĕ професси пĕлĕвĕ илнĕ, вĕсенчен 30 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. Ăслăлăх кандидачĕсем 53 процент, ăслăлăх докторĕсем – 72 процент.

Çырав листинчи пĕр ыйту мăшăрлану пирки пулнă. 16 çултан аслăраххисен 63 проценчĕ мăшăрлă тесе пĕлтернĕ. 28 проценчĕ вара нихăçан та авланман. 3 пин ытла ашшĕ çула çитмен ачасене амăшĕсĕр пăхса ÿстернĕ. Пĕччен пурăнакан ашшĕсенчен ытларахăшĕн (84 проценчĕн) пĕр ача пулнă.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика