Анатолий Александрович Иванов

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:33 Просмотров: 268

1920 çулта Канаш районĕнчи Высоковка ялĕнче çуралнă. Вырăс. Вăрçă пуçланиччен Канаш–Шупашкар чукун çул строительствинче бухгалтерта ĕçленĕ. Çара 1940 çулта илнĕ.

Вăрçă çулĕ 1941 çулхи кĕркунне Мускав çывăхĕнче пуçланнă. Хамăр республикăра йĕркеленнĕ стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ йышĕнче тăнă. Жиздра шывĕ хĕрринчи хаяр çапăçусенче отделени командирĕ пуçне хунă, А.Иванов çирĕп йышăнусем тунине кура полк командирĕ ăна разведка взводне ертсе пыма хушнă. Анчах пĕрремĕш кун çамрăк командиршăн ăнăçсăр иртнĕ, разведушкăн асăрханусăр пулнипе задание пурнăçлайман, иккĕмĕшĕнче полк командирĕн шанăçне тÿрре кăларнă.

1943 çулхи çулла полкăн пĕр батальонĕ тăшман ункине лекнĕ, офицерсем нумайăшĕ вилсе пĕтнĕ. Анчах позицирен кирек мĕнле пулсан та чакмалла мар. Подразделенинче çиччĕн кăна юлнă, патронсем те пĕтсе çитнĕ, пулемет сасси шăпланнă. А.Ивановăн кăна хăйĕн автомачĕ тата ытти хĕрлĕ армеецсен штыкĕсем тăшмана тытса тăма май панă. Вĕсем юлашки вăйпа çапăçнă.

1943 çулхи октябрьте гварди стрелоксен 96-мĕш дивизийĕ йышĕпе тăшман чаçĕсене аркатса Днепр патне тухнă. Юханшывăн сылтăм çыранĕнчи хуласене ирĕке кăларма тивнĕ. Иванова ударлă ушкăн йышĕпе çыран леш енне каçма приказ панă. Взвод хыççăн взвод шăппăн каçма тытăннă, анчах та тăшман çакна сиссе вĕсем çине тăхлан сирпĕтме тытăннă, анчах пирĕннисем парăнман. Иванов ертсе пыракан ударлă ушкăн плацдарма тытса тăма хушу илнĕ, вĕсем совет салтакĕсен тĕп вăйĕ ку вырăнтан каçас пек суя витĕм тунă. Дивизи вара вăл вăхăтра урăх çĕртен каçнă.

Днепр урлă каçнă чухне çар заданине ăнăçлă пурнăçланăшăн, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Анатолий Александрович Иванова 1943 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Вăрçă хыççăн вăл Вăрнара куçса килнĕ, райĕçтăвком, поселок ĕçтăвкомĕн председателĕнче, çу завочĕн тата нефтебаза директорĕнче ĕçленĕ. Ăна Ленин, Хĕрлĕ Çăлтăр, Александр Невский, I тата II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе наградăланă. Чăваш АССРĕн ,ç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ, Вăрнар поселокĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Ун ячĕпе Вăрнарта урам хисепленет. А.А.Иванов 2002 çулта вилнĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика