ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Интернет-сасăлав вĕçленнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020 13:41 Просмотров: 86

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн талисманне палăртассипе ирттернĕ конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Интернетпа усă куракансем вунă кун кăмăла кайнă ĕçсемшĕн сасăланă. Вĕсен суйлавĕ тăрăх чи нумай сасă пухнă 77 ĕç шорт-листа кĕнĕ.

Наци конкурсне Раççейри 77 регионта пурăнакансем хутшăннă. Çырав çĕршыва питĕ кирлине, пирĕн пуласлăхри унăн пĕлтерĕшне палăртасси çăмăл ĕç мар. Патшалăхăн вунă çулта пĕрре пулакан çак калăпăшлă пулăмăн талисманне туни – кашни çынна чĕнсе калани. Çĕнтерÿçĕне тивĕçлĕ парне кĕтет: 60 пин тенкĕ тата пĕтĕм çĕршывĕпе чап. Ун ÿкерчĕкĕпе çырав тапхăрĕнче усă курĕç тата вăл пичет, информаципе реклама продукцийĕсем çинче тухĕ.

Йĕрке тăрăх, финалиста жюри интернет-сасăлав хыççăн туса хатĕрленĕ шорт-листран палăртать. Ун йышне Федераллă патшалăх статистика службин, «Комсомольская правда» издательство çурчĕн, «Экономика аслă шкулĕ» наци тĕпчев университечĕн специалисчĕсем тата пултарулăх çыннисем кĕнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ