Асăмран тухми çулсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:43 Просмотров: 276

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 90 çулхи юбилейĕ умĕн пуçа килнĕ шухăшсем алла ручка тытма хистерĕç.

Эпĕ 1934 çулта Пăртас ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Манăн атте, Василий Андреевич Андреев, Мускав – Хусан чукун çулĕсенче мастерта тăрăшнă. Анне, Клавдия Осиповна Осипова, – колхоз производствинче.

1939 çулхи апрельте атте Вăрнарти фосфорит заводне чукун çул бригадирне ĕçе кĕнĕ. Чукун çул завода Йăрарти фосфорит рудин карьерĕпе çыхăнтарнă, ун тăршшĕ 21 км. Ансăр колеяллă çул Упнер уйĕ, Салука вăрманĕ, Хапăс, Тĕмпек, Кушик ялĕсем, фосфор карьерĕ витĕр иртнĕ. Фосфорит рудине завода уçă платформăсемпе турттарнă, прицепсене «Кукушка» евĕрлĕ пăравус çумне кăкарнă.

Мана, 6 çулхи ачана, аттепе пĕрле ку маршрутпа темиçе хут та ярăнма тÿр килнĕ. Хĕллехи вăхăтра карьерта ĕçсем чарăннă, пăравуссене пураран тунă депона лартнă. 1952 çулта ăна тĕпрен юсаса 24 хваттерлĕ икĕ хутлă çурт туса хута янă. Пĕр хваттерĕнче, Пушкин урамĕнче вырнаçнинче, эпир пурăннă. Кунтанах эпĕ Вăрнарти вăтам шкула çÿренĕ.

«Химик» стадионтан инçех мар чукун çула пăхса тăракансем валли казарма-общежити пурччĕ, пирĕн çемье унти пĕр пÿлĕмĕнче те пурăннă. Аттене фронта илсен эпир Пăртаса таврăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче завод пире, тăватă ача валли уйăхсерен талăкра 400 грамм çăкăр илмелли карточка панă, уявсенче парнесемпе, пылак çимĕçпе, çĕлемелли материалпа, çăматăпа хавхалантарнă. Çак пулăшу ман асăмран нихăçан та тухмасть.

Вăрçă пирĕн тантăшсене ачалăхпа çамрăклăхсăр хăварчĕ. Каникулсенче аслисемпе тан ял хуçалăх производствинче тимленĕ: фермăра навус хырнă, тырпул, çĕрулми уйĕсене, кишĕр йăранĕсене çумланă. Купăста, хăяр, кăшман, фронт валли стратегилле культурăсене – табак, кокзагыз çитĕнтернĕ. Вĕсене пĕверен шыв йăтса шăварнă. Пĕр сăмахпа, шкул ачисем, çамрăксем СССР халăх комиссарĕсен Министрсен Канашĕн тата ВКП (б) Тĕп комитечĕн йышăнăвне çирĕп пурнăçланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фосфорит заводне 554-мĕш № панă, вăл йывăç кăмрăкне кăларма тытăннă. Калинино, Вăрнар лесничествисен, Пĕнер Айкăш хыçĕнчи делянкăсенче ĕçленĕ. Вăрмана «Студоббекер» автомашинăсемпе турттарнă, шурлăхлă вырăнсенче вĕсене пĕчĕк танксем буксира илнĕ. Ку автомашинăсем Пăртасра пирĕн урам тăрăх иртетчĕç. Эпир, ачасем, ушкăнпа бортран çакăнса ярăнма кăмăллаттăмăр.

Вăрçă чарăнсан завод ял хуçалăхĕ валли дуст кăларма тытăннă. Чĕртавара – талька – Китайран 20 тоннăллă вакунсемпе турттарнă. Юлашки вăхăтра – Миасскран.

Завод пысăк хăвăртлăхпа производство цехĕсем, склад çурчĕсем, пурăнмалли çуртсем çĕклеме тытăнчĕ, Дачнăй поселокра йывăç çуртсем ÿссе ларчĕç. Предприятие платник ĕçне пĕлекенсене йыхравланă. Чулхула облаçĕнчи пĕртăван Романовсем, Агеевсем, Подобувкинсем, Фроловсем çемйисемпе куçса килнĕ.

Дуста виçĕ сменăпа туса кăларнă. Атте пилленине итлесе эпир, ун ачисем, пурте хими заводĕнче ĕçленĕ: Вера аппа 17 çул вак-тĕвек фасовка цехĕнче, Василий пичче 8 çул транспорт цехĕнче, Иван шăллăм 7 çул савăтсен производствин цехĕнче, эпĕ 2 çул дуст цехĕнче – аппаратчикра.

Аттен заводри стажĕ 25 çул. Вăрçăран вăл, икĕ хутчен аманнăскер, 1945 çулхи декабрьте таврăнчĕ. 1946 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче заводра хăй ĕçĕнчех – чукун çул бригадирĕнче – тимлеме тытăнчĕ. Унăн сăнĕ заводри музейра ветерансен Хисеп хăми çинче пур.

Паян эпĕ завод тата та çĕнелсе, ун инфраструктури лайăхланса пынипе савăнатăп. Кунта тимлекенсемшĕн ĕçлеме те, канма та пĕтĕм условисем çителĕклĕ.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ – хими производствин лидерĕсенчен пĕри. Ун продукцийĕ нумай çĕршыва саланать. Коллектива пысăк квалификациллĕ специалистсем пĕрлешнĕ, вĕсем çулран-çул пысăк хăватпа ĕçлесе пыраççĕ. Ветерансем завод пенсине илсе тăраççĕ.

90 çулхи юбилей ячĕпе ветерансене, паянхи коллектива тивĕçлĕ ертÿлĕхе чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Николай СИНИЦЫН.

Вăрнар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика