Малашлăха пăхса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:44 Просмотров: 237

Районти мĕнпур ялта отчетлă пухусем иртрĕç, вырăнти пуçлăхсем халăх умĕнче пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç. Паян вулакансене Аçăмçырми тăрăхĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштаратпăр. Ку ял поселенийĕ районта чи пысăкки, хăй тытăмне 11 яла пĕрлештерет. Вĕсенче пĕтĕмпе 1552 çын пурăнать, чи пысăк йыш Аçăмçырми ялĕнче – 390 çын. Хуçалăхсен хисепĕ 845 шутланать, вĕсенчен 551-нче ял çыннисем пĕрмаях пурăнаççĕ, 175 çурт-йĕре вара хуçисем дача пек усă кураççĕ. Харпăрлăхçисем вилнĕ хыççăн еткере йышăнман çурт-йĕр те пур – ун пеккисем 119 хуçалăх шутра.

Демографи лару-тăрăвĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн сведенийĕсем тăрăх, Аçăмçырми тăрăхĕнче 2019 çулта сакăр пепке çут тĕнчене килнĕ.

Малтикас Ялтăрара икĕ ача çуралнă пулсан, Аçăмçырминче, Уйкас Ялтăрара, Кăмпалта, Авăрçырминче, Мăн Хирлепре тата Пайăкра пĕрер. Пăшăрхантаракан кăтартусем пирки те каласа хăвармалла: хăшпĕр ялсенче, сăмахран, йыш вуçех хушăнман. Ак, Тăвальушкăнь Ялтăрапа Юпшик Ялтăрара виçшер çын пурнăçран уйрăлса кайнă, çав вăхăтрах пĕр çемьере те пепке кун çути курман. Пĕтĕмпе вара поселенири вунпĕр ялта çулталăк хушшинче 19 çын чакнă.

Çак тапхăрта ултă мăшăр пĕрлешсе туй кĕрлеттернĕ, пĕр çемье арканса саланнă.

Бюджет, пурлăхпа çĕр çинчен

Пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2019 çуллăх бюджет виçине 5369695 тенкĕ çирĕплетнĕ, вăл шутран 1273750 тенки (16 проценчĕ) – харпăр хăй тупăш.

Поселени «енчĕкĕнчи» укçа-тенкĕн пысăк пайне (2101956 тенкине) клубсене тытса тăма, 1837140 тенкине пĕтĕмĕшле патшалăх ыйтăвĕсемпе, 125422 тенкине хăтлăх кĕртме тăкакланă.

– Тупăш илме май паракан пурлăх пирки калас-тăк, Тăвальушкăнь Ялтăрари тата Уйкас Ялтăрари унччен клуб пулнă çуртсене арендăна парас е сутас ыйту тăрать. Кунсăр пуçне çĕр пайĕсенчен 14 участок йĕркеленĕ, вĕсенчен тăххăрăшĕнче (275 га) аренда майĕпе «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществи тухăçлă тимлет. Хатĕрлесе çитернĕ тепĕр 33,1 га участока кăçал арендăна парасшăн. Ытти çĕр пайĕсем харпăрлăхçăсен аллинче. Поселени территорийĕнче çаврăнăша кĕртмен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсем çук, – пĕлтерчĕ поселени пуçлăхĕ Олег Петров.

Социаллă сфера

Вырăнти халăхăн пурнăçне лайăхлатмалли мерăсем йышăнасси, социаллă хÿтлĕхсĕр граждансене пулăшу кÿресси те поселени ертÿлĕхĕ енчен уйрăм тимлĕхре. Ялсенче культура пурнăçĕ тулли те пуян. Тăватă клуб ĕçлет, пĕр халăх театрĕ хăйĕн ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе кулленех савăнтарать, кăмăл тăвакансем хăйсен интересĕсене кура кружоксене хутшăнма пултараççĕ. Аçăмçырминчи клуб, сăмахран, ял çыннисене халĕ юсав хыççăн çĕнелсе çуталнă пÿлĕмсенче йышăнать. Ку ялтах пĕлтĕр çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне те çĕклесе лартнă. Аçăмçырми шкулĕнче, вара çамрăк çул-йĕр инспекторĕсене – «Хăрушсăр кустăрма» конкурсăн республикăри, Раççейри çĕнтерÿçисене – асталăха туптама тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе хытă сийлĕ ятарлă площадка строительствине планланă.  

Çĕр пайĕсене тивĕçес тĕллевпе поселенире нумай ачаллă ултă çемье шутра тăрать, вĕсене тăваттăшне уйăрса панă ĕнтĕ.

Çурт-йĕр строительстви

Ку тăрăха кĕрекен ялсенче 466,3 тăваткал метр çĕнĕ çурт-йĕр хута янă. Поселени специалисчĕсем строительство планĕсене тата строительство пуçлама ирĕк панине виçшер, çуртсене хута яма 6 документ хатĕрленĕ.

Хăпартма палăртакан е çĕклесе лартнă объектсем мĕнпур саккунсене тивĕçтернине ĕнентерекен уведомленисене 8 тата 6 çырнă.  

Кăçал татса памалли çивĕч ыйту та паллă: унччен «Строитель» хуçалăхăн пулнă хуçасăр пилĕк объекта, икĕ гидротехника сооруженине тата пурăнмалли мар виçĕ çурта регистрацилессипе ĕçлемелле.

Хăтлăх кĕртесси

Тăван тăрăха илемлĕх кÿрес, тасатас-тирпейлес ĕçе май килнĕ таран кашниех хăйĕн тÿпине хывать. Ял çыннисен вăйĕпе çуртсем çывăхĕнче, урамсенче тата масарсенче хăтлăх кĕртессипе субботниксем пĕрмаях ирттернĕ. Малтикас- ялтăрасем хастарлăх кăтартнă: хăйсен укçи-тенкипе тата вăйĕпе çăва çинче çĕнĕ çурт туса лартнă.

– Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне уявлама тăрăшса хатĕрленетпĕр. Ку – пирĕн кăçалхи чи пĕрремĕшле ĕç. Аçăмçырминче тата Чăрăшкас Хирлепре вăрçă паттăрĕсене халалланă обелисксене тĕпрен юсарăмăр. Кăмпалти В.Краснова тав сăмахĕсем калас килет: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕсен ячĕпе часавай çĕклерĕ, ăна кăçал уçмалла.

Инициативлă бюджет программи инфраструктурăна хăтлăлатма, çĕнетме пулăшрĕ. Ун йĕркипе пĕлтĕр Аçăмçырминче 1000 м, Мăн Хирлепре 520 м тăршшĕ вĕт чуллă çул сарма май килчĕ. Программа малаллах тăсăлать. Пуçарусене ял çыннисем ырласа йышăннăран, хавхаланса хутшăннăран ĕç ăнать. Малашне пурнăçлама тата темиçе проект республика конкурсĕ витĕр ăнăçлă тухрĕ. Çав шутра – Авăрçырминчи тата Йăлтăмри урамсенчи çулсене юсассипе, Авăрçырмипе Аçăмçырминчи пĕвесене тасатса йĕркене кĕртессипе, Малтикас Ялтăрара тата Юпшик Ялтăрара ача-пăча площадкисем йĕркелессипе çыхăннисем. Программа усăлăхне кура, унта малашне те хутшăнма палăртатпăр, 2021 çулта пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ проектсем хатĕрлетпĕр, – каласа пачĕ Аçăмçырми ял поселенийĕн ертÿçи Олег Петров.

Хăрушсăрлăх

Пушарсем тĕлĕшĕнчен, унчченхи çулсемпе танлаштарсан, лару-тăру ăнăçлăрах темелле (2017 çулта, сăмахран, 6 инкек çырăннă-тăк, пĕлтĕр – 2). Апла пулин те сыхă пулни нихăçан та ытлашши мар. Çавăнпа пушарсене асăрхаттарассипе те, шыв-шур çинче инкеке лекесрен хÿтĕленессипе те халăх хушшинче профилактикăллă калаçусем пĕрмаях иртеççĕ, вĕрентÿллĕ памяткăсем сараççĕ.

Преступноç шайĕ виçĕмçулхипе танлаштарсан 25 процент ÿснĕ. Пĕлтĕр поселенири ялсенче ют пурлăха вăрланă, çынна хĕненĕ тата ытти тĕслĕхсем çырăннă. Вырăнти профилактика канашĕ 12 ларăва пухăннă, вĕсенче 39 кăткăс ыйтăва тишкернĕ.

Кăткăс ыйтусем

Аçăмçырми поселенийĕн пуçлăхĕн Олег Петровăн сăмахĕсем тăрăх, ял çыннисене пăшăрхантаракан, татса пама майсем тупмалли проблемăллă ыйтусем пур-ха. Вĕсен шутне, сăмахран, «Вăрнар–Элĕк» маршрутпа автобус рейсне йĕркеллĕ çÿретессине, Чăрăшкас Хирлепре автомобильсен хăвăртлăхне çыракан видеокамера вырнаçтарассине тата автоçул хĕррипе тротуар сарассине кĕртет. Çавăн пекех Тăвальушкăнь Ялтăрари Гагарин урамĕнчи çул юсавне вĕçлемелле, Пайăка кĕнĕ çĕрти çырма урлă çула йĕркене кĕртмелле тата ытти те.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика