ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пĕр чĕлхе тупмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020 13:45 Просмотров: 76

Пыл хурчĕсем ял хуçалăх культурисене, нумай çул ÿсекен курăксене шăркалантарса   тухăçлăха ÿстерме, вăрлăх пахалăхне лайăхлатма пулăшаççĕ.

Хурт-хăмăр ĕрчетни ял хуçалăх отраслĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывни яр уççăн курăнать. Анчах та юлашки вăхăтра ĕç çыннин пуç ватмалли те тупăнсах пырать çав. Юнкун хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвне хутшăннисем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех çивĕч ыйтусем те çĕкленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ– ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов иртнĕ çул районта хурт-хăмăр ĕрчетессипе епле тимленипе паллаштарнă. ,ç хастарĕсене пуçаруллă утăмсем тума чĕннĕ, хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе бизнес-план хатĕрлесе конкурса хутшăнма йыхравланă. Чи маттуррисем патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç.

Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хурт-хăмăр ĕçĕн агентстви» обществăн генеральнăй директорĕ Геннадий Максимов отрасль аталанăвĕ, çĕнĕлĕхсемпе çитĕнÿсем пирки каласа кăтартнă. Хĕл ăшă тăнăран варроатоз чирĕ хаярланса кайнине палăртнă. Геннадий Антонович сăвăссемпе кĕрешмелли тухăçлă мелсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.

Семинарта пĕлтĕрхи кăткăс лару-тăру – Раççейри, çавăн пекех республикăри хăшпĕр тăрăхра хурт-хăмăр йышлăн вилни – хытах хумхантарни пирки те калаçнă. Сăлтавĕ – аграрисем хими имçамĕсемпе тăтăш усă курни. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсемпе хурт-хăмăр ĕрчетекенсен калаçса татăлни кирлех. Пыл хурчĕсене тытакансем «Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе хăрушлăхсăр усă курасси çинчен» федераллă саккуна ырлаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, пыл хурчĕсем ан наркăмăшланччăр тесен хуçалăхсен пестицидсемпе имçамлама палăртнă вырăнтан 5–7 çухрăмра вырнаçнă утарсен хуçисене 3 кун маларах пĕлтермелле. Чи тухăçлă мел – массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерÿ пичетлесси. Аграрисен хăш кун им-çам сапассине уçăмлатмалла, хими хутăшĕсем хăрушлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле класс пулнине кăтартмалла. Паллах, радио урлă хыпарлама та пулать. Çавăн пекех район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, районти ветстанцине пĕлтерме манмалла мар.

Пыл хурчĕсемсĕр пурнăç пулмасть, теççĕ. Акă, паллă физик Альберт Эйнштейн иртнĕ ĕмĕртех çапла каланă: «Пыл хурчĕсем вилсе пĕтсен тепĕр тăватă çултан этемлĕх çĕр çинчен çухалĕ». Вĕлле хурчĕсем шăркалантармасăр нумай ÿсен-тăран аталанаймасть, çимĕç параймасть. Енчен те пыл хурчĕсем хăйсен тивĕçне вуçех пурнăçлама пăрахсан этемĕн те, выльăх-чĕрлĕхĕн те апат рационĕ пуян пулмĕ.

Семинар-канашлура чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхне Владимир Матвеева та сăмах панă. Вăл пыл хурчĕсен инфекци чирĕсем тĕлĕшпе мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарнă, утарсен паспорчĕ кирлине çирĕплетнĕ. Районти хурт-хăмăр тытакансен 60 проценчĕн çак документ пур. Апла çак ушкăн хăйĕн прависене судра хăюллăнах хÿтĕлеме пултарать.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем те хутшăннă. Канашлура утарçăсем пĕр-пĕрин опычĕпе, хурт-хăмăр продукцийĕн,   ветеринари препарачĕсен куравĕсемпе паллашнă. Хумхануллă тата савăнăçлă самантсенчен пĕри – «Чи лайăх пыл» конкурса пĕтĕмлетни. Палăртма кăмăллă, конкурса 20 ытла хурт-хăмăр ăсти хăйĕн продукцине тăратнă. Жюри членĕсем Кивçурт Енĕшри Вячеслав Алексеевăн пылак çимĕçĕ чи пахалăхли тесе пĕлтернĕ. Çĕнтерÿçĕ хурт-хăмăр ĕрчетессипе нумай çул ĕçлет. Вăрнарти Иван Федоров тата Кайри Тукайĕнчи Николай Васильев иккĕмĕш, Çĕрпелти Юрий Максимовпа Анатолий Степанов тата Кайри Тукайĕнчи Борис Васильев виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Мала тухнисене савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн Дипломĕпе чысланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ