Сумлă ăмăртусенчен – лайăх кăтартусемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:45 Просмотров: 720

Хапăс каччин Михаил Скворцовăн спортри çитĕнĕвĕсем пирки пĕрре мар çырнă. Ун ятне хаçатра асăнма халĕ тата тепĕр лайăх сăлтав пулчĕ.

Иртнĕ эрнере Миша Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе Сыктывкарта йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ Раççей первенствине хутшăннă. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçмен пулин те, çамрăк ентешсен командине лайăх результатсем кÿнĕ.

Пĕрремĕш чупу классика мелĕпе 10 километра тăсăлнă. Михаил Скворцов 244 ача хушшинче 11-мĕш вырăн йышăннă.

Иккĕмĕш чупура – коньки мелĕпе – 5 километрлă дистанцие пирĕн ентеш 10-мĕш результатпа вĕçленĕ.

Первенствăн юлашки кунĕнче йĕлтĕрçĕсем эстафетăра (4х5 км) тупăшнă. Михаил Скворцов пĕрремĕш тапхăрта чупăва тухнă – 3-мĕш килсе эстафетăна малалла панă. Шел, ытти тапхăртисем ку вырăна тытса пырайман. Чăваш ен команди пĕтĕмĕшле 10-мĕш йĕркене йышăннă.

Районăн пултаруллă тепĕр йĕлтĕрçине – Анастасия Тикиневана та çывăх вăхăтра сумлă стартсем кĕтеççĕ. Вăл Чăваш енри пилĕк спортсмен йышĕпе Раççейри шкул ачисем хушшинчи хĕллехи спартакиадăн финалне хутшăнма тивĕçнĕ.

Финал старчĕсем апрелĕн 3-мĕшĕччен 19 тĕспе пыраççĕ. Настьăн ăмăртăва мартăн 6-мĕшĕнче тухма тивет.

Маларах вăл Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче район командине эстафетăра (4х3 км) çитĕнÿ кÿнĕччĕ. Валентина Тикиневапа, Карина Федоровапа, Светлана Матвеевапа пĕрле 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Çак кăтарту та ытти виçĕ ÿсĕмри результатсемпе пĕрле района 3-мĕш вырăна кăларма май панăччĕ.

Çакна та аса илтерме кăмăллă, январьте Настя Тикинева Ижевскра иртнĕ ăмăртура спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланăччĕ.

Районти ирĕклĕ кĕрешÿçĕсем те тĕрлĕ шайри пьедесталсене çĕнеççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче, акă, Шупашкарта Чăваш Республикин чемпионачĕн медалĕсемшĕн хĕрÿ кĕрешÿ пынă. Кавир çинче Вăрнар каччи Никита Львов та çивĕч пулнă. Хăйĕн виçе категорийĕнче вăл никама та парăнман – ылтăн медале ун мăйĕ çине тивĕçлипе çакнă.

Никита спортăн ку тĕсĕпе ачаранах туслă. Çитĕнÿсен енчĕкĕнчи медалĕсем 100-тен те иртеççĕ.

Ку тĕсре район хĕрĕсем те маттур – вĕсене те сумлă турнирсен пьедесталĕсем çинче час-часах курма пулать. Хальхинче, акă, пирĕн ентешсем Смоленск хулинче «Юность России» физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕ пуçарнипе ирттернĕ Раççей первенствинчен таврăннă. Мăн Явăш хĕрĕ Екатерина Кошкина унта 1-мĕш вырăн йышăннă. Вăрнарти Милена Федорова кĕмĕл призер пулса тăнă.

Хĕрсем хыççăнах, ку эрнери ытларикунпа юнкун, Тольяттире 18 çул тултарман хĕрсем хушшинче иртнĕ Атăлçи федераци округĕн первенствинче вăй виçнĕ. Вăрнарсем унта пĕтĕмпе тăххăрăн хутшăннă.

Чаплă результатсене пĕлтерме те кăмăллă. Чемпионка ятне тăваттăн тан тивĕçнĕ: Вăрнарти Анастасия Максимова тата Милена Федорова, Мăн Явăшри Екатерина Кошкина тата Хурăнсур Çармăсри Эльвира Филиппова. Вĕсем пурте Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă.

Кÿстÿмĕрти Елена Петрован кĕмĕл медаль. Хурăнсур Çармăс хĕрĕсен Эвелина Яковлевапа Екатерина Тихонован – бронза.

Кивьял Хапăсри Лариса Михайловапа Санарпуçĕнчи Александра Волкова та тĕп тытăçусенче çĕнтерсе финала тухнă. Анчах та хĕрÿ кĕрешÿре иккĕшĕ те 3-мĕш вырăна выляса янă.

Март уйăхĕнче хĕрсене тата çивĕчрех кĕрешÿ кĕтет. Вĕсем Новороссийскра пулакан Раççей первенствине хутшăнĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика