Пурнăç условийĕсемпе мĕншĕн кăсăкланаççĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:31 Просмотров: 230

Пĕлтĕр Раççейре 1,1 млн хваттер е 80,3 млн тăваткал метр çурт хута янă (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче туса лартнă пурăнмалли çуртсене шута илсе). Раççейре тата мĕн чухлĕ кивĕ тата çĕрĕшнĕ çурт? Пирĕн çĕршывра пурăнакан миçе çын хăтлăхсăр? Çак тата ытти ыйтусем çине хурав шырĕç те Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче.

2019 çулта Раççей çыннисем пĕтĕмпе 262 пин пурăнмалли çурт (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче лартнă пурăнмалли çуртсене шута илмесĕр – 253,8 пин) тунă. Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 36,8 млн тăваткал метр.

Çуртсене хăтлăлатнин кăтартăвĕсем тăрăх, 2014 çулта Раççейре пурăнакансен 73 проценчĕ канализаципе усă курнă, 2015 – 2016 çулсенче – 77, 2017 çулта – 78 процент. Пурăнмалли условисене тĕрĕс пĕлни чухăннисен шутне палăртма тата унашкаллисен йышне чакармалли майсем тупма пулăшать. Çавăнпа, пурăнмалли çуртсене миçемĕш çулта туни, вĕсен калăпăшĕ тата хăтлăлăх тĕсĕсем Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕн программине кĕреççĕ. Çыравçăсем кашни пÿлĕмре, интернет-çыравра патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе усă куракансем «П» («Пÿлĕм») бланка тултараççĕ. Ун тăрăх çынсен пурăнмалли тата санитарипе гигиена условийĕсене тĕплĕн пĕлме пулать.

Пурăнмалли пÿлĕмсен хăтлăлăхĕ пирки 2002 çулхи çырав вăхăтĕнче пĕрремĕш хут ыйтнă. 2010 çулхи анкетăсенче хушма ыйтусемпе ун пирки тĕплĕнрех пĕлнĕ. «П» бланкри ыйтусем унтанпа улшăнман. «Çурт тунă вăхăт» блокра кăна «2010 çул хыççăн» текен пай хушăннă.

«П» бланкра пуçтарăннă кăтартусем статистиксене кашни çын е кил хуçалăхĕ пуçне пурăнмалли лаптăк вăтамран миçе тăваткал метр пулнине палăртма май парать. Унсăр пуçне, ку кăтартусем çуртсен тĕплĕ юсавĕн федераллă е регион программисене туса хатĕрлеме паха информаци пулса тăрĕç.

2019 çулта пирĕн республикăра, малтанхи кăтартусем тăрăх, 10862 хваттер е 656,4 пин тăваткал метр çурт хута янă (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче туса лартнă пурăнмалли çуртсене шута илсе).

Ку кăтарту пĕтĕм республикипе иртнĕ çулта кашни пин çын пуçне 537,7 тăваткал метр тивĕçет.

2018 çул вĕçленнĕ тĕле пурăнмалли çуртсен 70,5 процентне шыв кĕртнĕ, 66,1 процентне канализаципе, 95,7 процентне – ăшă тытăмĕпе, 59 процентне ваннăпа (душпа), 91,3 процентне – газпа, 58,9 процентне ăшă шывпа тивĕçтернĕ.

Тĕплĕнрех www.strana2020.ru сайтра.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил-хуçалăхсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăсемлĕ планшетсем çине кĕртеççĕ. Çавăн пекех ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче халăх çыравне хутшăнма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика