ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пурпĕрех ĕçлеттерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020 11:32 Просмотров: 42

Алимент тÿлеменнине хăшĕ-пĕри киревсĕр ĕç тесе шутламасть. Ачасене ÿстерме сахал мар укçа-тенкĕ кирлине пĕлсех, явапсăр ашшĕ-амăшĕ тÿлевсене вăхăтра хывма хыпăнмасть. Юрать, çула çитменнисен прависемпе интересĕсем саккун енчен çирĕп хÿтĕлевре.

Суд приставĕсен районти пайĕнче, ак, О. гражданка тĕлĕшпе йышăннă пурнăçлав производстви ĕçре. Суд йышăнăвĕсене ытлашшиех «хисеплеменскер» вăл. Ачисене валли уйăхсеренех укçа тÿлесе пымалла пулнă унăн, апла пулин те ку тивĕçрен сăлтавсăрах пăрăнса çÿренĕ. Çакăншăн ăна 60 сехет обязательнăй майпа ĕçлемелле айăпланă.

«Обязательнăй ĕçсене хĕрарăмăн ял поселенийĕн администрацийĕнче вăй хурса татмалла пулнă. Саккуна уяманскер кунта та килсе çÿремен, ĕçсене йĕркеллĕ хутшăнман. Çапла суд приставĕсен ирĕксĕрех çирĕпрех явап йышăнма тивнĕ. Хĕрарăм тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 20.25-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе протокол çырнă.

Ку ĕçе пăхса тухнă хыççăн миравай судья хĕрарăмăн айăпне çирĕплетнĕ, 2 талăклăха административлă арест хунă. Арест хыççăн вăл пурпĕрех суд палăртнă вăхăта обязательнăй майпа ĕçлесе татма тивĕçлĕ», – хыпарлать суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн пресс-служби.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ