ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çивĕч ăспа, пултарулăхпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020 11:33 Просмотров: 61

Пĕлĕве практикăра çирĕплетнин тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пысăк ĕç пурнăçлаççĕ.

Студентсем çулсерен районти ертсе пыракан предприятисенче пулаççĕ, çĕнĕ технологисен ĕçлевлĕхне ăса хываççĕ. Дмитрий Моисеева, акă, «Мураты» хуçалăхра тата «Санары» агрофирмăра пĕлĕве туптани республика шайĕнчи «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) конкурсра палăрма пулăшнă. Вăл «Ял хуçалăх машинисен эксплуатацийĕ» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.

Каламалла, ку ял хуçалăх предприятийĕсен автопаркĕсем çĕнĕ йышши техникăпа, агрегатсемпе пуян. Хуçалăх ертÿçисем техникумпа хаваспах çыхăнса ĕçлеççĕ.

Тепĕр конкурсант, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен пулас мастерĕ, Дмитрий Евстафьев кирпĕч купалассипе 3-мĕш вырăна тухнă. «Тупăшу Шупашкарти Транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче иртрĕ. Унти оборудованисем пирĕннипе танлаштарсан самай хăватлăрах, апла пулин те пирĕн студент тавçăрулăх, пысăк ăсталăх кăтартма пултарчĕ», – пĕлтерчĕ техникум директорĕ Ольга Львова.

Регионти «Çамрăк профессионалсем» VII уçă чемпионатăн ăмăртуллă саманчĕсем виçĕ куна тăсăлнă. Унта пĕтĕмпе 400 ытла студентпа шкул ачи тата профессионалсем хутшăннă. Конкурс 63 компетенципе иртнĕ.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн чемпионатра палăрнă студенчĕсем М.Г.Алексеев тата Н.М.Федоров преподавательсем патĕнче вĕренеççĕ.

Конкурса техникумăн тепĕр студенчĕ В.Скворцов та хутшăннă. Вăл çăмăл автомашинăсене юсассипе тата эксплуатацилессипе тупăшнă. Наставникĕ – В.В.Васильев.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ