Синкерлĕ вĕçленнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:34 Просмотров: 225

Кушикри пĕр çемьене тăрук хăрушă хуйхă пырса çапнă. Упăшки çут тĕнчерен сарăмсăр уйрăлса кайнă, арăмне вара çакăншăн хупса лартнă.

Синкерлĕ вĕçленнĕ çак ĕç-пуç, шел те, нумай чухнехи пекех çемьери хирĕçÿ-харкашуран пуçланнă.

«Февралĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ вăл, хăйсен кил-çуртĕнчех. Мăшăрсем вăрçăнма тытăннă. Тахăш вăхăтра хĕрарăм алла çĕçĕ ярса тытнă та упăшки енне сулса янă. Арçынна хырăмĕнчен амантнă-мĕн вăл, лешĕн икĕ кунтан чĕри тапма пăрахнă.

Преступленилле ĕç мĕнле тухнине палăртассипе халĕ следстви органĕсем тимлеççĕ. Тĕрлĕрен экспертизăсем палăртнă», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Каларăмăр, Кушикре çырăннă çак преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 55-ри хĕрарăма упăшкин сывлăхне йывăр сиен кÿнипе асăрхамасла вилĕм кÿнĕ тесе айăплав тăратнă. Следователь ыйтнине шута илсе, суд хĕрарăма следстви иртнĕ вăхăтра хупса лартма йышăннă.

Уголовлă ĕç уçнине прокурор саккунлă тесе палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика