ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пурлăха мăкăрлантарса пĕтерер мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020 11:35 Просмотров: 65

Çывăх юлташ патне Шупашкара хăнана каймалла пулчĕ. Вăл çĕнĕ хваттер илнĕ те ăна мана кăтартма шутланă-мĕн. Юлташшăн чĕререн савăнтăм.

Яла ГАЗельпе таврăнтăм. Манпа юнашар яштака кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ 20–25 çулсенчи хĕрупраç кĕрсе ларчĕ. Нимĕн те калаймăн, пĕрре курнипех юратса пăрахмаллискер. «Мĕншĕн пĕр хĕрĕх çул çамрăкрах мар-ши?» – вĕлтлетрĕ шухăш пуçра. Ватă пулсан та пикепе калаçу пуçлама хăтлантăм. Аптранă енне çанталăк пирки сăмах тапратрăм. Чăн та, малтанах хĕрупраç пĕр сăмах та хушмарĕ-ха. Чĕмсĕр пыни лайăх мар терĕ-ши, кĕçех пирĕн калаçу ерипен сыпăнса кайрĕ. Анчах мана çакă шутсăр тĕлĕнтерчĕ: юнашар ларса пыракан пике чĕлĕм туртать иккен. Мана, пирус таврашĕ туртманскерне, усал шăршă лĕклентерсех ячĕ. Хĕрупраç хулара пурăнать-мĕн. Çавăнпах ĕнтĕ хăйне ирĕке янă та. Ашшĕ-амăшĕ юнашар мар, ятлакан-намăслантаракан çук. Пирус туртаканскер эрех-сăрапа та туслă ĕнтĕ.

Мĕн аякка каймалла? Ара, хамăн ывăлсем те чĕлĕм туртаççĕ-çке. Камран тĕслĕх илсе ÿсрĕç – пĕлместĕп. Хам ку тарана çитсе те пирус таврашне çăвара хыпман. Иккĕшĕ те çар хĕсметĕнчен пăравус пек тĕтĕм кăларса килчĕç. Малтанах пытанкаласа вăрттăн туртатчĕç. Каярахпа уççăнах мăкăрлантарма пуçларĕç. Вăрçни-ятлаçни усă памарĕ.

Хамăр ял çамрăкĕ, пирус туса кăларакан заводра ĕçленĕскер, акă мĕн каласа тĕлĕнтернĕччĕ. «Пирус тума хăмла, помидор çулçипе те усă кураççĕ, вĕсене никотинпа хутăштараççĕ», – тенĕччĕ вăл. Çавăнпах хăй те туртма пăрахрĕ. Халĕ çăвара та хыпмасть, лĕклентерет тет. Хĕсметре туртма вĕренесси те хамăртан килет. Пирĕн вăхăтра, ак, махорка коробкăпа ларатчĕ. Малтанах туртнисем илетчĕç ăна, кам туртманни патне те пыман.

Совет тапхăрĕнче махоркăна колхозсен уйĕсенче лартса ÿстернĕ. Ăна çитĕнтерсе патшалăха панăшăн ĕç укçи тÿлетчĕç. Атте те килте ÿстернĕ махоркăна туртатчĕ.

Тĕлĕнмелле те, хальхи пирус пăрахсан та сÿнмест, çунсах пĕтет. ,лĕкхисем хăйсемех сÿнетчĕç. Çак тĕлкĕшекен пируса пула мĕн чухлĕ пурлăх çунать, мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлать – шутласан çÿç вирелле тăрать. Пĕр сигарет пурнăç тăршшĕне пилĕк минут чакарать тесе пĕлтерчĕç пĕр передачăра. Кÿршĕ тата: «Миçе çăмăл машина илмелĕх укçана пирус мăкăрлантарса пĕтертĕм-ши?» – тет.

Паян ялта чĕлĕм туртакан ватă çынсем çукпа пĕрех. Çамрăкĕсем вара кăвакарчăн пек кăкăрсене каçăртса, паттăрла ĕç тунă пек, мăнаçлăн мăкăрлантараççĕ...

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ