Çĕнтерÿçĕсем паллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:36 Просмотров: 264

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çамрăк ăрăва аграри профессийĕсемпе кăсăклантарас тĕллевпе çулсеренех «Çамрăк фермер – выльăх-чĕрлĕх пăхакан» республика конкурсне ирттерет.

Ăмăртăва шкул ачисем те, вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем те хастар хутшăнаççĕ. «Фермер ĕçĕ – манăн ĕмĕт» темăпа çырнă сочиненисен конкурсĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки Татьяна Максимова мала тухнă, I-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех Кÿстÿмĕр шкулĕнчи Кирилл Ириковăн ĕçне те лайăх хак панă. Вăл, 9-мĕш класра ăс пухаканскер, темăна çителĕклĕ уçса панă, виççĕмĕш вырăна тухнă.

«Чи лайăх бизнес-план» конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Кирилл Мучков (ял хуçалăх техникумĕ) I-мĕш, Ольга Васильева (Çĕрпел шкулĕ) III-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ.

«Çамрăк фермер – выльăх-чĕрлĕх пăхакан» конкурса хастар хутшăннисене сертификатсемпе чысланă.

Çамрăксене республика конкурсне хатĕрленме пулăшнă педагогсене хисепленĕ. Ял хуçалăх техникумĕн преподавательне Николай Васильева, Çĕрпел тата Кÿстÿмĕр шкулĕсенчи вĕрентекенсене Елена Васильевăпа Димитрий Ирикова Тав çырăвĕпе чысланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика