Пултаруллине конкурс палăртать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:38 Просмотров: 219

Вĕрентÿ тытăмĕнче çулталăк пуçламăшĕнче шкул ачисем çеç мар, вĕрентекенсем те тĕрлĕ тупăшура вăй виçеççĕ.

Ку эрнере учительсем хушшинче «Самый классный классный» конкурсăн районти тапхăрĕ тытăнать. Класс ертÿçисем паян куçăмлă турта Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта тĕл пулĕç. Кĕçнерникун ача-пăча пултарулăх çуртĕнче вĕренекенсемпе пĕрле импровизаци мелĕпе çивĕч ыйтусене сÿтсе явĕç, хăйсене презентацилĕç тата ашшĕ-амăшĕсен воспитани ĕçĕнчи вырăнĕ пирки лекци ирттерĕç.

Маларах муниципалитет шайĕнче «Социаллă педагог – 2020» тата «Çулталăк воспитателĕ – 2020» конкурссен çĕнтерÿçисене палăртнă ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕнче Ярмушка шкулĕнчи социаллă педагог Светлана Михайловна Дуткина мала тухнă. Воспитательсем хушшинче чи лайăххин ятне Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕн ĕçченĕ Элина Леонидовна Николаева çĕнсе илнĕ.

Çак уйăхра ку тытăмра тата тепĕр паллă пулăм асра юлмалла. «Чăваш енри çулталăк вĕрентекенĕ – 2020» конкурсăн тĕп пайĕ Вăрнарти 2-мĕш шкулта иртет. Çакă ку вĕренÿ организацийĕн педагогĕ Ольга Валерьяновна Физер пĕлтĕр асăннă конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнипе çыхăннă. Республикăри вĕрентекенсем уçă урокра, класс тулашĕнчи мероприятире, ыйтусене хуравлассинче, вĕрентÿ технологийĕсемпе епле усă курнинче тупăшĕç тата ытти те.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика