Çивĕч ыйтусемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2020, 11:38 Просмотров: 223

Февралĕн 27-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе Терроризма хирĕçле комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Унта ĕç тăвакан влаç органĕсем ку хăрушă пулăма асăрхаттарассипе пĕлтĕр пурнăçланă ĕç-хĕле тишкернĕ. Çивĕч ыйтусене хускатнă май, Олег Николаев терроризм идеологине хирĕç тăрассине обществăлла организацисене явăçтарма сĕннĕ.

«Сăмахран, Ашшĕсен канашĕ, Хĕрарăмсен союзĕ усăллă тата кирлĕ мероприятисене пĕрле чылай ирттереççĕ. Çарпа патриотла пĕрлешÿсем ку процеса хастар хутшăнма пултараççĕ. Организацисем мĕн чухлĕ нумайрах, кăтартусем çавăн чухлĕ лайăхрах пулĕç», – палăртнă Олег Николаев.

Комисси членĕсем вĕрентÿ тата суту-илÿ объекчĕсен антитеррорла хÿтлĕхне тивĕçтересси пирки уйрăммăн калаçнă. Регион ертÿçи муниципаллă пĕрлĕхсенчи объектсен хăрушсăрлăх паспорчĕсене кĕске вăхăтра çирĕплетсе пĕтерме хушнă. Çакă хÿтĕлев мерисене пурнăçлама хывмалли укçа-тенкĕ калăпăшне хаклама пулăшĕ, тенĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пропуск йĕрки тата талăклăх хурал ыйтăвĕ çивĕч. О.Николаев вĕсенче хăрушсăрлăхăн цифра системисене ĕçе кĕртме, пĕрлехи оперативлă центр туса хума сĕнĕве тишкерĕве кăларнă.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика